14:49 02 декабря 2016 г.
Ҫулсерен декабрӗн виҫӗмӗшӗнче инвалидсен Пӗрлешуллӗ Наци организацийӗн Генераллӑ ассамблеин йышӑнӑвне тӗпе хурса инвалидсен кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫак куна пӗрле пухӑнса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура йӗркелесси Кӑшавӑш ял поселенийӗнче тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Кулленхи пурнӑҫра пӗлӗшсемпе канашласа пурнӑҫламалли сахал мар сиксе тухать.Инвалид –сывлӑх енчен хавшак, сусӑр ҫын ҫеҫ те мар, чунӗпе хӑвӑрт аманакан, хурапа шурра хӑй сисчевлӗхӗпе уйӑрма пултаракан ҫын та …Ҫавӑнпа та ҫумра утакан уксах, начар куракан ҫынна асӑрхама, пулӑшма васкасси – кашни сывӑ ҫыннӑн тивӗҫӗ.
Иртнӗ юн кун Кӑшавӑшри культура ҫуртӗнче «Чӗре ӑшшине кашнине парнеле» ятпа инвалидсен кунне халалланӑ уяв каҫӗ йӗркелерӗҫ. Пухӑннисене чи малтан инвалидсен обществин председателӗ Е.П.Ильина саламларӗ, общество ӗҫӗ - хӗлӗпе паллаштарчӗ, чылай ыйтӑва хуравларӗ. Кунтах юбилярсемпе ӗҫ ветеранӗсене чысласси те ырӑ йӑласен шутӗнче. Уяв каҫӗнче вӗсем парнеллӗ пулчӗҫ.
Пухӑннисене «Домисолька» вокал ушкӑнне ҫӳрекенсем илемлӗ юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Сергей Порфирьевпа Иван Васильев, Галина Иванова юррисем те хӑнасен чунӗсене ӑшӑтрӗҫ. «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ вара авалхи ҫӗнӗ юрӑсене шӑрантарчӗ.
Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики