МБУ «ЦКС» Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аннесен кунне-çĕнĕ кĕнеке

09:05 30 ноября 2016 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Раççейре Амăшĕсен кунне ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ, пурнăç панă çынна чыслаççĕ. Çак сумлă уява халалласа Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Атăлъял клубĕнче те савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта ялти хĕрарăмсемпе ачасем йышлăн пухăнчĕç. Уява Атăлъялти клуб ертÿçи Кристина Семенова ертсе пычĕ. Малтанах çак йĕркесен авторĕ Амăшĕн пĕлтерĕшĕ кашни çыншăн питĕ пысăк пулнине палăртса, ял пурнăçне хастар хутшăнакан амăшĕсене, çĕнĕ "Аваллăхран - пуласлăха" ятлă кĕнекесем парнелерĕ. Кĕнеке çинчен хаçатăн çитес номерĕсенче вуласа пĕлме пулĕ. Автортан: Кристина Семенова, Антонина Гарашкина, Галина Романова, Тамара Шаплина, Лилия Матюшкина, Эльвира Семенова, Ирина Семенова тата Алевтина Романова кĕнекесене тивĕçрĕç. Чи малтанах сцена çине çамрăк хунав, Кристина Семенова ертсе пыракан ачасен ушкăнĕ тухрĕ. Пĕтĕмпе 11 ача- 7-11 çулхисем пулчĕç.  Ачасем малтанах амăшĕсен ячĕпе сăвăсем каларĕç. Унтан "Эпир пĕчĕк çăлтăрсем" ятлă ташша çаптарчĕç. "Амăшĕпе ывăлĕ", "Амăшĕпе хĕрĕ" тата "Кĕмĕл чей кашăкĕ" ятлă кĕске сценкăсем те амăшĕсене савăнтарчĕç. Ачасем «Волк и Красная Шапочка» юмаха, çĕнĕлле, хитре тумсемпе кăтартрĕç.  Конкурссемпе вăйăсене аслисемпе ачасем пĕрле ирттерчĕç. Юлашкинчен Даша Плотникова анне çинчен юрă шăрантарчĕ. Ачасем те парнесене тивĕçрĕç. Савăнăçлă уяв хыççăн, пурте вĕри чейпе хăналанчĕç. 

Николай Смирнов, Атăлъял

 

 
 

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Администрация Главы Чувашской Республики

\\www.cap.ru\93$\  

Охрана труда в Чувашской Республике

Официальный сайт Правительства РФ   Официальный сайт Правительства РФ Сайт Президента РФ Полномочный представитель Президента РФ

Национальное радио Чувашии

СМИ Чувашии

Интернет-вещание Чувашской Республики

РИА Новости Приволжье

 

 
 

 Чат «Город над Волгой»

Культурный провайдер Чувашии  
 

www.yandex.ru
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика