10:10 29 ноября 2016 г.
Анне пур ҫын телейлӗ. Ан тив, тӑнлав шурӑ кӗмӗлпе витӗннӗ пулин те кӗрекере ватӑ анне пӗрле ларать пулсан, эсӗ хӑвна ача тесе шутлатӑн. Сана канаш парса пулӑшакан, сана итлекен ҫын хамӑр анне-асанне ятне тивӗҫсен те ҫав тери кирлӗ.
Ҫӗр ҫинчи чи ҫывӑх ҫынна халалланӑ уява Кӑшавӑшри культура ҫуртне халӑх пӑрлӑ ҫула пӑхмасӑрах йышлӑ пухӑнчӗ. Илемлӗ капӑрлатнӑ сцена, умӗнчи чӗрӗ чечексем, аннесене халалласа хатӗрленӗ слайд курма килинисен чунӗсенче ӑшӑ хӗлхем, ҫепӗҫ туйӑм парнелерӗ.
Уява чи пӗчӗк артистсем – пӗрремӗш класра вӗренекенсем уҫрӗҫ. Залра пухӑннӑ кашни аннене ял поселенийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Мульдияров саламларӗ. Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Екатерина Иванова хамӑр тӑрӑхри пултаруллӑ аннесене хисеп грамотисемпе, чӗрӗ чечек ҫыххисемпе саламларӗ. «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнне ҫӳрекен Галина Иванова пенсионеркӑна уявсене хатерленнӗ май яланах кукӑль-ҫӑмах пӗҫерсе хатӗрленӗшӗн, Людмила Семеновӑна 70 ҫулхи юбилейпе, Анна Павловӑна спорт ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑннишӗн залри куракан тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗ.
Куракана валли культура ӗҫченӗсем пуян концерт программи хатӗрленӗ. Кунта йӗркеленнӗ кашни пултарулӑх ушкӑнӗ ҫӗнӗ юрӑ-ташӑ вӗреннӗ. Пӗчӗк юрӑҫсемпе ташӑ ӑстисен пур номерне те зал тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗ. Иван Васильевпа Сергей Порфирьева вара аннесем уйрӑмах хытӑ юратаҫҫӗ. Вӗсен илемлӗ уҫӑ сассисем, пуян содержаниллӗ юррисем кашнинех тытканларӗҫ.
Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики