08:58 29 ноября 2016 г.
27- мӗш ноябрьте 14:00 сехет валли клуба халӑх туллин пуçтарӑнчӗ. Йӑллана кӗнӗ ятпа фойере выставка йӗркеленӗ. Ку выстовкӑра çӗнӗ экспонатсем сахал мар.
Çак кун концерт программине ачасемпе пӗрле йӗркеленӗ. Садик, шкул ачисем аннесене чӑн- чӑн уяв туса пачӗç. Концерта Е. Ерилеева «Мама, мамочка» юрӑпа пуçларӗ. Ун хыççӑн кӗçӗн класс ачисенчен йӗркеленӗ хор ушкӑнӗ «Светит солнышко» юрӑпа саламларӗ. Сӑвӑ ӑстисем – Алëна Егоровӑпа , Валентина Семëнова пулчӗç. Садик ачисем- сӑвӑпа, такмаксемпе , ташӑпа ӑста пулчӗç. Ачасен фольклор ушкӑнӗ «Шанчӑк» тӗрлӗ инструментсемпе выляса , юрласа халӑха тӗлӗнтерчӗç. Çамрӑк хӗрсен ансамбль ушкӑнӗ «Гармония» хӑйсен уçӑ та хитре сассисемпе салам юррисене юрласа амӑшӗсене хумхантарчӗç. Ольга тата Екатерина Ерилеевӑсем çырнӑ тата кӗвӗленӗ юрӑ та «Савнӑ Апаш Ен» сцена çинче янрарӗ. Кану концерчӗ «Савнӑ тусӑм» юрӑпа вӗçленчӗ. Сцена çине пӗр харӑссӑн 50 ачана яхӑн тухса тепӗр хут амӑшӗсене тав сӑмахӗ каласа пуç тайрӗ.
Ял администрцийӗн пуçлӑхӗ Александр Владимиров тата хӗрарӑмсен Совечӗн председатӗлӗ Елена Смородинова çак уяв ячӗпе нумай ырӑ сӑмах каласа çирӗп сывлӑх сунчӗç.
Концерта ертсе пыраканӗ культура ӗçченӗ Ольга Ериллева пулчӗ. Концерт программи халӑх кӑмӑлне тивӗçтерчӗ . Чӑн та хӑйсен ачисен пултаруллӑхне курса ларма ашшӗ- амӑшне питех те камалла пулче.
Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики