08:47 29 ноября 2016 г.
26 – мӗш ноябрьте Шупашкар хулинче «Роççей Чӑваш пики- 2016» конкурсӗ иртрӗ.
Ӑçтан пулмарӗç пулӗ пикесем çак Филармони керменӗнче! Самара, Ульяновск, Крым, Башкири, Татари, Пенза тата ытти нумай- нумай Роççей тӑрӑхӗсенчен. Шупашкар районӗн чысне хÿтӗлеме Апаш тӑрӑхӗнчи ЧГПУ- ра I курсра вӗренекен студентка Анастасия Волкова пулчӗ. Ноябрьӗн 22- че çеç- ха район шайӗнче иртекен «Шупашкар район пики» конкурсра I- мӗш вырӑн йышӗнчӗ.
Настя питӗ тӑрӑшса хатӗрленчӗ. Тутлӑ апат- çимӗç хатӗрлерӗ- сӑри, чӑваш шÿрпи, чӑкӑт тата хуран кукли жюри членӗсен кӑмӑлне кайрӗ. Пултаруллӑх конкурсӗнче юрларӗ те, ташларӗ те, синтезатр çинче те илемлӗн вылляса пачӗ.
Ку ӗçре культурӑра ӗçлекен художество пултаруллӑх ертÿçи Екатерина Ерилеева пулӑшрӗ. Хореограф Ольга Петрова хӗрсен ташӑ ушкӑнӗпе номӗре илемлетсе пычӗ. Хӑйӗнпе паллаштаракан конкурс ӗçӗнче сӑвӑ йӗркисене вара Ольга Ерилеева йӗркелесе пачӗ.
Анастасия хӑй тӑрӑшуллӑ, чунтан лайӑх тӑвас тенине кура çак ертÿçӗсем те ӑна пур енчен те пулӑшрӗç. Конкурс вӑйлӑ иртрӗ. Пурӗ 30 участник сцена çинче харӑссӑн тухрӗç.
Анастасия Шупашкар район чысне сумлӑн хÿтӗлерӗ. Дипломпа хаклӑ парнене тивӗç пулчӗ. Çак ятпа саламлатпӑр. Пур енчен те маттур хӗрачан ӗçӗсем ӑнса пытсӑр.
Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики