МБУ «ЦКС» Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мускав çулĕпе - кĕр сăри уявне

15:10 07 ноября 2016 г.

Чемен хулашĕнче,                                                  

Кĕр сăри уявĕнче.                                                                                                                      

Ялпа-ял пуçтарăнса,                                                                                                            

Савăнчĕç пĕрле пулса.

Авалтан пыракан йăла-йĕркепе чăвашсем кĕрхи ĕçсене вĕçлесен кĕр сăри уявне паллă тунă. Уява çĕнĕ сăра вĕретсе, çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсе, автанпа чăх е така пусса пĕçерсе хатĕрленĕ. Нояб-рĕн 5-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче кĕр сăри уявне Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе туллин çыхăнт-арса, анлăн паллă турĕç. Чи малтанах Шупашкаркасси ялĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне, туслăхпа килĕ-шÿ уявне ирттерчĕç. 1616 çулхи çуркунне, хăйĕн юлташĕпе Пăрттас  княçпе пĕрле Ункă шывĕ урлă каçнă чухне, сивĕ пăр айне анса кайса йывăр чирлесе ÿкнĕ. Вăл юм-ан айĕнче вилсе кайнă. Кайран ăна Чулхулана илсе кайса пытарнă. Пăрттаспа Куçма Минин княçсе-не асăнса çав юман умне, Шупашкаркасси клуб ертÿçи Любовь Иванова ертсе пынипе ял хĕрарă-мĕсем пĕрле тăрăшса пысăк чул вырнаçтарнă. Чул çине, ЧР тава тивĕçлĕ ÿнерçи Юрий Ювенальев хĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа  "Çак чула Мининпа Пăртас туслăхне çирĕплетсе хунă",- тесе çырса хучĕ. Шупашкаркассисем хаклă хăнасене çăкăр тăварпа, алтăр курка сăрапа тараватлăн кĕтсе илчĕç. Шупашкарти Евгений Васильев ертсе пыракан "Драконы морей" вăрçăпа истори клубĕн 17-мĕш ĕмĕрхи тумсем тăхăннă, сăнăсемпе пуртăсем тытнă çар çыннисем чулăн икĕ енĕпе хисеплĕ караула тăрса тухрĕç. Авалхи ялав çилпе вĕлкĕшет. Пухăннисем умĕнче, чул çинчи пире сирсе уçнă çĕрте: Вăр-ман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов, ЧР писательсен пĕрлĕхĕн ертÿçи, академик Юхма Мишши, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Пенсионерсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Валерий Сапож-ников, ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов, ЧР халăх наукипе искусство академийĕн Президенчĕ Евге-ний Ерагин, Чăваш халăх академикĕ Виталий Станъял, Сувар" фончĕн ертÿçи Тимĕр Тяпкин, Игорь Каргин таврапĕлÿçĕ, т.ыт. пулчĕç. Унтан пурте Мускав çулĕ çине тухрĕç. М7 анлă çул- Чулхулана, унтан Му-скава илсе çитерет. Авалхи çар тумĕсем тăхăннă пăхаттирсем, Мускав çулĕпе 5 км яхăн хыçа хăварса, ялавсене вĕлкĕштерсе, юрăсем шăрантарса Станъял çумĕнчи Чемен хулашне пырса кĕчĕç. Вĕсене аслă хапха умĕнче  çĕнĕ çăкăрпа, сăрапа кĕтсе илчĕç. "Драконы морейпа" Денис Сятрайкин ертсе пыракан "Русские витязи" вăрçăпа истори клубĕсем Мускав çывăхĕнчи çапăçу сценарине кăтартрĕç. Кăсăклă курав хыççăн, сцена çинче Евгений Ерагин мăчаварпа асли-сен ертÿçи Виталий Станъял кĕр сăри уявĕ ячĕпе пил пачĕç, ваттисене асăнса сăра пички пуçларĕç. Уяв программине Çÿлтикасси клубĕн ертÿçи Светлана Мартьянова ертсе пычĕ. Çавăн пекех маларах Шупашкаркас-синче чул-палăк уçма хутшăннă сумлă çынсем, Шупашкар район депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Хорасев, ЧР таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Сорокин т.ыт. сăмах каларĕç. Чантăрти Вячеслав Вахтеркин ертсе пыракан "Пилеш", Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан "Шурăмпуç", Малти Ункăпуçĕнчи Родион Долгов ертсе пыракан "Ункă шевлисем", Çÿлти-кассинчи Владимир Мартьянов ерсте пыракан "Палан", Клычевăри Юрий Сергеев ертсе пыракан "Шуракăш" пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Уявсене пĕр кунта йĕркелесе ирттерме тăтăшах юр çуни те чăрмав кÿмерĕ. Чăн та, халăхпа пĕрле ĕçлеме те уявра савăнма та аван çав, сăлтавĕ пултăр кăна.

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Администрация Главы Чувашской Республики

\\www.cap.ru\93$\  

Охрана труда в Чувашской Республике

Официальный сайт Правительства РФ   Официальный сайт Правительства РФ Сайт Президента РФ Полномочный представитель Президента РФ

Национальное радио Чувашии

СМИ Чувашии

Интернет-вещание Чувашской Республики

РИА Новости Приволжье

 

 
 

 Чат «Город над Волгой»

Культурный провайдер Чувашии  
 

www.yandex.ru
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика