МБУ «ЦКС» Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Малти Ункăпуç уçланкинче

15:22 09 августа 2016 г.

Августaн 6- мeшeнче, уяр та шaрaх кун Вaрман-Çeктер ял тaрaхeнчи Малти Ункaпуç  ялe хaйeн  ял уявне паллa турe. Уяв клуб умeнчи  уçланкaра иртрe.

 Клуб умeнче ял историне сaнласа паракан сaнÿкерчeксен стендне курма пулать. Чи малтанах, пурте Вячеслав Спиридоновпа пeрле «Алран кайми аки-сухи» юрра шaрантартaмaр. Унтан хaнасене тата курма килнисене çaкaр тaварпа тeхeмлe сaрапа хaналарeç. Уявра сумлa хaнасем: Вaрман-Çeктер ял тaрaх пуçлaхe Олег Ерманов, ЧР ачасен прависене хÿтeлекен полномочиллe представителe Вячеслав Рафинов,райадминистрацин вeрентÿ пайeн пуçлaхe Борис Романов,Шупашкар район депутатсен Пухaвeн депутачe Николай Хорасев тата вырaнти депутатсем пулчeç, сaмах тухса каларeç. Тав хучeсене: Федор Ванеев, Сергей Ермаков,Петр Ванеев, Рудольф Мочалов,Тамара Спиридонова, Елена Фомина, Николай Ярдухин, Алина Ванеева т. ыт. тивeçрeç. Ял пурнaçне хастар хутшaнакан Вячеславпа Нина Спиридоновaсем тата Бронислав Ванеев Шупашкар райадминистраци ячeпе тав хучeсем илме тивeçлe пулчeç.Николай Хорасев клуб валли Шупашкарти Çветтуй Татьяна чиркeвне сaнлакан картинaна парнелерe. Левпа Нина Ванеевсем 55 çул пeрле пурaнаççe. Виталийпе Светлана Будаевсем вара 35 çул пeрле. Елена Ярдухина 90 çул тултарнa. Полина Ванеевaпа Мария Вострейкина 60 çулта кaна-ха. Пурте парнесене тивeçрeç. Ленaпа Владислав Исаевсен Алиса хeр çурални уйaх ытла пулсан, Анастасияпа Алексей Бусовсен Анна ятлa хeрe уйaх та тултарман. Ялта уяв кун тепeр çeнe çемье чaмaртанчe. Анатолий Исаев Белоруç хeрeпе Галинaпа пeрлешрe. Уява Валентина Мочаловaпа Людмила Ермакова ертсе пычeç.

Юрa-кeвeпе Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан "Шурaмпуç", Шарпашри Татьяна Языкова ертсе пыракан "Мерчен", Малти Ункaпуçeнчи Геннадий Якимов ертсе пыракан «Ункa шевлисем», Çÿлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан "Палан" тата Чантaрти Вячеслав Вахтеркин ертсе пыракан "Пилеш" пултарулaх ушкaнeсем савaнтарчeç. Куракансем пурне те хапaл туса йышaнчeç. Малти Ункaпуçeнче те сцена aстисем çитeнеççe. Кaçал пeрремeш хут шкула каякан Виктория Никитина  уça сассипе «Ночка луговая» юрра шaрантарчe. Ачасем юрлани-ташлани аслисен чунне яланах савaнтарать, яла илем кÿреть. Шaрaх çанталaка пaхмасaрах çамрaксем волейбол тата сeтел çинчи теннис вaйисене вылярeç.Малти Ункaпуçсем малтанах хaнасене, унтан хaйсен ялeсене уяв сeтелe хушшине лартса хaналарeç.                                                                                                                                Николай Смирнов, Атaлъял     

 

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Администрация Главы Чувашской Республики

\\www.cap.ru\93$\  

Охрана труда в Чувашской Республике

Официальный сайт Правительства РФ   Официальный сайт Правительства РФ Сайт Президента РФ Полномочный представитель Президента РФ

Национальное радио Чувашии

СМИ Чувашии

Интернет-вещание Чувашской Республики

РИА Новости Приволжье

 

 
 

 Чат «Город над Волгой»

Культурный провайдер Чувашии  
 

www.yandex.ru
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика