МБУ «ЦКС» Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Ҫурхи кун ытамӗнче, савӑк кулӑ тӗнчинче»

21:17 12 апреля 2016 г.

Ака уйӑхӗн 7–мӗшӗнче – пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунӗ. Сывлӑха ҫирӗплетесси, упрасси пӗтӗмпех этем аллинче. Кун йӗркине пӑхӑнни, спортпа туслӑ пулни – ҫын кун-ҫулне чылай мала тӑсма пулӑшать. Кунпа пӗрлех ҫирӗп сывлӑх ырӑ кӑмӑл-туйӑмпа та тачӑ ҫыхӑннӑ. Тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх савӑк кулӑ, лайӑх кӑмӑл – чи сиплӗ, тӳлевсӗр эмел шутланать. Культура ӗҫченӗ шӑп та лӑп ҫак енчен пулӑшма пултарать те кашни куракана. «Ҫурхи кун ытамӗнче, савӑк кулӑ тӗнчинче» ятпа йӗркеленӗ концерта кӑшавӑшсемпе кӑрмӑшсем чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗҫ. Ĕнтӗ Маринесен шӳчӗсене курса тӑраничченех кулатпӑр-ха паян»,- пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калаҫнин ҫак кун урамра темиҫе те илтме май килчӗ. Мухтанас кӑмӑлпа мар, хамӑр вырӑнти артистсене курма тесен, Кӑшавӑшри культура ҫуртне халӑх кирек хӑҫан та лӑк-тулли пухӑнать. Ку хутӗнче те тем пысӑкӑш зал туххӑмрах кураканпа тулчӗ. Кунти культура ӗҫченӗсем кашни мероприятиех ҫӗнӗлӗх кӗртме тӑрӑшнине залра ларакансем асӑрхамасӑр тӑмаҫҫӗ: ҫӗнӗ сценкӑсене, ачасен тата аслисен шӳтлӗ юррисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ курма килнисем. «Маринесем концерта васкаҫҫӗ», «Ботаник авланать», «Доярка», «Ҫул ҫинче», «Вокзалта», «Ват лашан япали», «Качака шырани» - ҫак шӳтсене курнӑ май залри ҫынсем куҫҫуль тухичченех кулчӗҫ. Концерт программинче «Калинушка» ача садӗнче тимлекенсем хутшӑнни те илем кӳчӗ. Сергей Порфирьевпа Александр Муллин юрланине вара куракансем килӗсене саланмасӑр та пӑхма хатӗр. Ертсе пыракансем залпа  сывпуллашнӑ хыҫҫӑн та ҫак икӗ пултаруллӑ йӗкӗтӗн сцена ҫине тухса халӑх ыйтнӑ юрӑсемпе концерта малалла тӑсма тиврӗ.

 

 
 
 

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Администрация Главы Чувашской Республики

\\www.cap.ru\93$\  

Охрана труда в Чувашской Республике

Официальный сайт Правительства РФ   Официальный сайт Правительства РФ Сайт Президента РФ Полномочный представитель Президента РФ

Национальное радио Чувашии

СМИ Чувашии

Интернет-вещание Чувашской Республики

РИА Новости Приволжье

 

 
 

 Чат «Город над Волгой»

Культурный провайдер Чувашии  
 

www.yandex.ru
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика