16:33 20 декабря 2015 г.
Декабрĕн 17-мĕшĕнче Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç» фольклер ушкăнĕ республикăн тĕп хулинче хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Унта вăл Яков Ухсай ячĕпе хисепленекен культура çурчĕн сцени çинче, эстрада çăлтăрĕсен Çĕнĕ Çула халалланă концертне хутшăнчĕ.
Концертăн 2-мĕш пайĕн чаршавĕ сирĕлсенех, куракансем умне, «шурă акăшсем» пек ярăнса утакан ушкăн пикисем тухрĕ. Чăваш хĕрарăмĕсен тумĕсене тăхăннăскерсем чи малтанах авалхи «Атте мана шур пÿрт лартса парас тет» юрра шăрантарчĕç. Унтан «саккăрла» ташша çаптарчĕç.
Леонид Захаров, хăйĕн ашшĕ Вячеслав Захаров кĕвĕленĕ «Пирвайхи тĕлпулу» юрра питĕ ăста шăрантарчĕ. Виçĕ сехете тăсăлнă концертра чăваш эстрада çăлтăрĕсем: Евгений Николаев, Екатерина Лукиянова, Валерий Кузьмин, Лидия Изикеева, Ранит Вахитов, Александр Арсентьев,Виталий Адюков,Тамара Ишмуратова
Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики