08:26 07 декабря 2015 г.
Раштав уйӑхӗн 5- че « Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ Çӗрпÿ районӗнче « Туслӑх кӑшӑлӗ» фестивлӗнче хӑйӗн илемлӗ ташши- юррисемпе халӑха савӑнтарса килчӗ.
Çак кун Ямаш шкулне республикӑри 15- ӗк районтан 15 фольклор ушкӑнӗ килсе çитрӗç. Ларма- тӑма вырӑн çук. Шкулӑн а/залӗ кураканпа туллин тулса ларнӑ. Кашни ушкӑн хӑйӗн чи вӑйлӑ номӗрӗсене кӑтартрӗ. Зал ташӑ- юрӑран кисренсе тӑчӗ.
Апаш фольклор ушкӑнне те питӗ тараватлӑн кӗтсе илчӗç. Эпир те Шупашкар районӗн чысне çÿллӗ шайрах кӑтартас тесе тӑрӑшрӑмӑр. Прирӗн ташӑ- юрӑ та пур пуçтарӑннӑ куракан тата 14 фольклор ушкӑнӗн умӗнче кая пулмарӗ.
Пӗтӗмӗшле программа вӗçленсен пур ушкӑн та сцена çине пӗрле хӑпарса « Тӑванлӑх» юрри шӑрантарчӗç.
Мӗн чул илемлӗх , ӑш- кӑмӑллӑх , савӑнӑç пулчӗ çак кун. Чӑвашӑн юрри- ташши нихӑçан та пӗтмӗ, сÿнмӗ. Çакӑн пек пӗрлӗхре хамӑр чӑвашлӑх вӑйне, пултаруллӑхне тепре туйса, курса çирӗплетрӗмӗр.
Апаш фольклор ушкӑнне, инçе çула кайса килме, Апаш ял администацийӗн пуçлӗ А.Н. Владимиров пулӑшрӗ. Эпир ӑна хамӑр артистсенчен тав сӑмахӗ калатпӑр.
Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики