МБУ «ЦКС» Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пăрттас кнеç- халĕ те асра

09:50 10 ноября 2015 г.

Ноябрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкаркасси ялĕнче,Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн тата Килĕшÿпе çураçу кунне асăнса «Истори легендисене тавăратпăр. Пăрттас кнеç» ятпа уяв иртрĕ. Уява чăвашсен авалхи паттăрне, аслă та чаплă Раççей çĕрĕн чăн-чăн патриотне Пăрттас кнеçе халалларĕç. Пăрттас кнеç халĕ Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер ял тăрăхне кĕрекен Шупашкаркасси ялĕ таврашĕнче пурăннă. Халĕ те Пăрттаса астăвакан ватă юманран инçех те мар иртрĕ уяв. Çав юман айĕнчех 1616 çулта Куçма Минин вилнĕ. Вăл хăйĕн юлташĕпе Пăрттас кнеçпе пĕрле Ункă шывĕ урлă каçнă чухне шăнма тытăннă пăр айне анса кайнă, чирлесе ÿкнĕ. Кайран ăна çакăнтан илсе кайса Чулхулара пытарнă. Халĕ юман çумĕнче çамрăк хунав çитĕнеть.Чăвашсем Пăрттас кнеç ертсе пынипе 1612 çулта Чулхула ополченине хутшăннă. 1612 çулхи ноябрь пуçламăшĕнче вара вырăс халăхĕпе, вĕсен паттăр ертÿçисемпе Куçма Минин, Дмитрий Пожарский воевода тата ыттисемпе пĕрле Мускав хулине поляксенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Раççей Патшалăхне сыхласа хăварса,16 çулхи Михаил Романова патшана лартма пулăшнă.                                                                      

     Шупашкаркассисем 2 хуран çакса: чей вĕретсе, пăтă пĕçерсе хатĕрлерĕç. Хатĕрлекенсем: Светлана Григорьевскаяпа Юлия Иванова т.ыт. пулчĕç. Хаклă хăнасене çăкăр тăварпа кĕтсе илчĕç. Уява Шупашкаркассинчи клуб ертÿçи Любовь Иванова ертсе пычĕ. Чи малтанах уява пухăннисене Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов саламларĕ. Вăл пухăннисене Пăрттас кнеç çинчен каласа кăтартрĕ, халăхпа пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕ. «Пирĕн тавралăх, историри паллă çынсемпе пуян. Çавсенчен пĕри вăл- Пăрттас кнеç. Турă амăшĕн турăшĕпе пĕрле ополчени Мускава поляксенчен хăтарнă»-, терĕ. Унтан вырăнти депутатсем тухса калаçрĕç. Вячеслав Спиридонов, ноябрĕн 4-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче «Шурăмпуç» ушкăнĕ, пĕтĕмпе 18-ăн историре юлмалла активлă хутшăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Мускавра пĕрле пулнă, çак йĕркесен авторĕ Дмитрий Пожарскипе Кузьма Мининăн палăкĕ умĕнче ÿкерĕннĕ,  пысăклатнă   сăн ÿкерчĕке ял клубĕ валли парнелерĕ. Малашне кунта, тăрăшсах палăк лартма сĕнÿ тăратрĕ. Арçынсем, Пăрттас кнеçе асăнса чăваш юпи лартса хăварчĕç. Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç», Çÿлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан «Палан» тата Малти Ункăпуçĕнчи Вячеслав Спиридонов ертсе пыракан ушкăнĕн коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Уяв сĕтелĕ те туллиех пулчĕ, пурин кăмăлне те çĕклерĕ.                                                                                                                                                            

Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Администрация Главы Чувашской Республики

\\www.cap.ru\93$\  

Охрана труда в Чувашской Республике

Официальный сайт Правительства РФ   Официальный сайт Правительства РФ Сайт Президента РФ Полномочный представитель Президента РФ

Национальное радио Чувашии

СМИ Чувашии

Интернет-вещание Чувашской Республики

РИА Новости Приволжье

 

 
 

 Чат «Город над Волгой»

Культурный провайдер Чувашии  
 

www.yandex.ru
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика