09:41 06 ноября 2015 г.
Чӳк уйӑхӗн виҫҫӗмӗшӗнче Раҫҫейри пур культура учрежденийӗсенче, музейсенче ӳнер каҫӗ иртрӗ. Кӑшавӑшри культура ҫуртӗнче ку мероприяти "Ӳнер ытамӗнче илемлӗ ҫакӑ ҫут тӗнче" ятпа йеркеленчӗ. Литература ҫулӗнче тунӑ ӳсӗмсене пӗтӗмлетсе, ҫитес – кино ҫулне кӗтсе илме хатӗрленсе палӑртса хунӑ ӗмӗтсене куракан умне ҫитерес тӗллевпе итрӗ ҫак ӳнер каҫӗ. Кӑшавӑш тӑрӑхӗнче паллӑ ҫыравҫӑсем сахал маар: Р.Чепунов – писатель, Г.Коннов публицист, Р.Петровӑпа Р.Чернова поэтсен хайлавӗсемпе сӑввисене ку енче пурӑнакансем юратсах вулаҫҫӗ. Кӑшавӑшри ял вулавӑшӗнче йӗркеленӗ «Вырӑнти ҫыравҫӑсем» куравпа кӑҫал ҫӗр-ҫӗр ҫын паллашрӗ.
Ӳнер каҫне йӗркелеме чӑваш эстрада юрӑҫисем Антонина Лукина, Ирина Иванова тата Александр Арсентьев пулӑшрӗҫ. Концерта Ирина Иванова Р.Черновӑн «Тӑван ял» сӑввипе ҫырнӑ юрӑран пуҫларӗ. Ку авторӑн сӑввисенчен хывнӑ юрӑсене ҫавӑн пекех «Янташ» эстрада ушкӑнӗн, Ольга Егорова юрӑҫӑн репертуарӗсенче те илтме пулать. Римма Петрова – темиҫе кӗнеке авторӗ. Унӑн хайлавӗсене Алена Сергеева, Антонина Лукина, Ирина Иванова, Валентина Кузнецова хӑйсен концерчӗсенче тӑтӑшах усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпи, туслӑх, тӑванлӑх – ҫак темӑсене ҫутатать Р.Петрова. Уява Римма Ильинична хӑй те хутшӑнчӗ, куракана хӑйӗн ҫӗнӗ сӑввисемпе, малашнехи ӗмӗчӗсемпе паллаштарчӗ.
Юрӑҫсемпе пӗрле юрласа, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса икӗ сехете тӑсӑлнӑ концерт куракан чӗрине ӑшӑ туйӑм парнелерӗ.
Муниципальное бюджетное учреждение «Централизованная клубная система» Чебоксарского района Чувашской Республики