МБУК "ЦКС" Янтиковского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 13 январьте Рассейри пичет ӗçченӗсен кунӗ

16:15 17 января 2022 г.

Уяв ячӗпе Тăвай районӗнчи «Ял ӗçченӗ» хаçат ӗçченӗсене пӗтӗм чун-чӗререн саламласа ырлăхпа сывлăх, телейпе ăнăçу сунас килет. Пичет ӗçченӗ - тӗлӗнмелле тавракурăмлă та яваплă професси. Мӗнле кăна тамăна çутатмаççӗ – ши вӗсем? Вӗсенчен пӗлмелли, вӗренмелли питӗ нумай. Кашни çыравçах хăй хăйланă тӗрленчӗке аван, вуланансем ăнланмалла пултăр тесе тăрăшать. Хам та çавах ӗнтӗ. Паллах малтанхи тапхăрсенче йывăртарахчӗ тикӗссӗн çырма, кайран хăнăхса пытăм, Р. В. Шумова хаçат ӗçченӗ чылай пулăшрӗ мана, типтерлесе пачӗ эпӗ çырнисене. Питӗ пысăк тав сăмахӗ калас килет Раиса Васильевнăна пулăшнăшăн, кирлӗ чухне тӗрӗс сӗнÿсем панăшăн.
Пирӗн килтен те тухнă хаçатра ӗçлекен, вăл аннен пиччӗшӗ Соловьев Александр Емельянович. Санькка пичче вăрçă ветеранӗ, Сӗнтӗрвăрринче редакцинче чылай çул хушши ӗçленӗ. Хамăр урамри Илле пичче (Афанасьев Илья Афанасьевич) çыратчӗ хаçата, вăл та пирӗн ратнерен. Çавăн пекех Владимир Григорьевич.Тихонов та хаçатпа туслă пулнă, вӗсем ялти çивӗч ыйтусене хускататчӗç, çынсем кӗтекен статьясем çыратчӗç. Петр Яковлевич Яковлев нумай çул хушши ялти вăтам шкулта истори учителӗнче, шкул директорӗнче ӗçленӗ, шкул пурнăçне хаçатра çутатса тăратчӗ. Халхи вăхăтра Зинаида Николаевна Григорьева шкул пурнăçӗпе паллаштарсах тăрать вулакансене. Вячеслав Гаврилович Сидоров та ялти çамрăксен хастарлăхне туллин уçса парать вулакансене.
Чăн-чăн патриот- герой вара маншăн - Николай Алексеевич Кадикин, вăрçă ветенанӗ. Аслă пӗлӳллӗ специалист нумай çул хушши хаçат системинче вăй хунă, «Коммунизмшăн», «Коммунизм ялавӗ», «Ял ӗçченӗ». Вăл яланах яваплăха туйса, тăрăшса ӗçленӗ. Архив докуменчӗсенче нумай тӗпчесе Тăрмăш шкулӗ 120 çул çитнине çырнă. Истори училӗнче ӗçлесе чылай ачана ăса вӗрентнӗ. Ӗçне кура хисепӗ, Николай Алексеевича нумай медальсемпе, хисеп хучӗсемпе чысланă.
Манăн пичет ӗçченӗсене геройсем тесех калас килет. Вӗсем пулмасан районти, ялти хыпарсене мӗнле пӗлӗн? Çынран илткеленипех тӗрӗссине пӗлеймӗн. Хаçат маншăн чун апачӗ. Çавăнпа та пирӗн юратнă «Ял ӗçченӗ» хаçат яланах пултăр, унта ӗçлекенсен сывлăхесем çирӗп пулччӗр, сирӗн ӗçӗрсем яланах ăнса пыччӗр. Тавтапуç сире хаçат вулакансенчен.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система" Янтиковского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика