Республиканский совет ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органовОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новости » Республиканский конкурс стихов и сочинений

05:47 24 марта 2025 г.

стихи поэтессы Г.Чиреккасси ко Дню Победы

НВ

Надежда Васильеваnadya-vasileva-82@inbox.ru

сегодня в 12:39

Я

СВО паттăрĕсене халалласа

Асар-писер тĕнче кашлать,

Раççее пĕтересшĕн.

Çут тĕнчере усал ташлать,

Раççее çĕнтересшĕн.

Анчах Раççей хăравçă мар,

Пуçне усман нихçан вăл!

Фашист, ка(я)лла пăхмасăр тар,

Атту пуçсăрах юлăн!

Чĕреллĕ халăх Раççейпех -

Чĕреллисем сутмаççĕ.

Хастаррисем те Раççейпех -

Хастаррисем путмаççĕ.

Раççей аннемĕр, тав сана

Сан ывăл-хĕрÿсемшĕн.

Вăй-хал Тур патăрччĕ кăна,

Татах тав ĕçÿсемшĕн.

 

 

Г. Чирĕккасси

 

Раççей хастар салтакĕсене Аслă çĕнтерÿ кунне халалласа

Раççейĕм, ман юратнă Раççейĕм,

Эс курнă нумай-çке хĕн-хур.

Турă упратăр сана, Раççейĕм,

Кĕл тăватăп пĕр саншăн, эс кур!

Куçăмпа виçейми ман Раççейĕм,

Чечеклен, илемлен кунсерен.

Нихăçан парăнми ман Раççейĕм,

Вăйланса эс пырах çулсерен.

Нумай хут мĕн тăшман тапăнман-ши...

Эс Раççей ман, нихçан парăнман.

Тĕрĕслĕхшĕн кампа çапăçман-ши...

Çапах тĕрĕс çултан пăрăнман!

Ыр туссем санăн пур-ха, Раççейĕм,

Тус-тăванпа вăйлах çав этем.

Халăхпа эс пуян, ман Раççейĕм,

Çĕнтерÿ пирĕнте, эс ĕнен!

Салтакусем хăюллă, Раççейĕм,

Çапăçаççĕ паттăррăн хирте.

Мĕнпур халăх кар! тăнă, Раççейĕм,

Чăн-чăн Аслă çĕнтерÿ пирте!

 

Г. Чирĕккасси

 

--
Надежда Васильева
Отправлено из Почты Mail

 

Республиканский совет ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органов

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика