Республиканский совет ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органовОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новости » Чунпа ҫамрӑк Анюк аппа

09:34 27 февраля 2023 г.

Чунпа ҫамрӑк Анюк аппа
1932 ҫулхи октябрӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Тӑрӑм ялӗнче кун ҫути курнӑ Анна Егоровна
Албутова (Анюк аппа). Ашшӗпе амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ, хӑйсен 8 ачине йӗркеллӗ
пӑхса ӳстерес тесе вӑй-халне пӗрре те шеллемен. Ялти шкулта пилӗк класс кӑна вӗренме
тивнӗ хӗр ачан. Вӑрҫӑ пуҫланни унӑн мӗнпур ӗмӗтне ҫапса хуҫнӑ. Амӑшӗ шкула урӑх
яман ӑна. Тӑхӑнмалли пулман тата пӗри тепринчен пӗчӗккӗ шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсене
пӑхма тивнӗ. Ачалӑхӗ питӗ йывӑр иртнӗ Анюк аппан. Кӑштах аталансан ҫамрӑк хӗр
Кӳлпуҫ ҫулне чул сарма каять.Унтан вара Улатӑрта вӑрман каснӑ ҫӗрте ӗҫлет.
1953 ҫулта вӑл Чӑваш Тӑрӑм ялӗн йӗкӗчӗпе Алексей Петрович Албутовпа ҫемье
ҫавӑраҫҫӗ. Мӑшӑрӗ Аттелӗхӗн Аслӑ вӑрҫин участникӗ пулнӑ. Анюк аппа мӑшӑрӗнчен
ҫичӗ ҫул кӗҫӗнрех пулнӑ, вӗсен ҫемйинче 4 ывӑлпа 3 хӗр ҫуралнӑ. Паянхи кун хисеплӗ
ватӑ Лена кинӗпе (ывӑлӗ Алексей пӗлтӗр пурнӑҫран уйрӑлнӑ) пӗр ҫӑвартан пурӑнать,
вӑй ҫитнӗ таран пулӑшать. Кӑҫал та хӗл каҫма икӗ сысна ҫитӗнтернӗ, ҫулла пахчара
ӗҫлеме те ӳркенмест. Ҫав вӑхӑтрах пӗччен пурӑнакан ывӑлне - Сергее те пулӑшма
ӗлкӗрет.Анюк аппан кӗҫӗн хӗрӗ Полина Харьков хулинче хӑйӗн ҫемйипе пурӑнать.
Ӑнланать амӑшӗ вӑл тӑрӑхра мирлӗ пурнӑҫ маррине, пӑшӑрханать, хуйхӑрать. Хӗрӗпе
ҫыхӑнусем татӑлнине те пытармарӗ вӑл. Ҫавӑнпа та чунра йывӑр вӑхӑтсенче кӗлӗ
вуласа лӑпланать. Паянхи пурнӑҫпа тан утать-ха хастар ватӑ, радио итлет, телевизор
пӑхать, район хаҫатне те "шӗкӗлчет".Украинӑри ятарлӑ ҫар операци, мобилизаци пирки
те илтсен вара тӳрех ҫӑм нускисем ҫыхма тытӑннӑ.15 мӑшӑр хатӗрлесе ялти ветерансен
совечӗн ертӳҫине Васса Красновӑна пырса панӑ. Паян та алса-нуски ҫыхас ӗҫне
пӑрахман, салтаксен урисем ан шӑнччӑр тесе тӑрӑшать. Октябрӗн 30-мӗшӗнче Аслӑ
Таяпа ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен совечӗсен ертӳҫисем Антонина Павлова (Шуршу ),
Галина Малова (Чӑваш Тӑрӑмӗ), Елена Сапожникова (Аслӑ Таяпа ) тата Васса Краснова
Анна Егоровна Албутовӑна сумлӑ юбилейпе - 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама пухӑнчӗҫ.
Анюк аппа ячӗпе нумай ырӑ сӑмахсем каларӗҫ.Чӗрӗ чечек ҫыххисем тата парнесем
парнелесен Анюк аппан куҫӗсем шывланчӗҫ, хӑйне хисеп тунишӗн хӗпӗртенине
пытармарӗ. Районти хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн ертуҫи Лариса Васильева парса янӑ Хисеп
хутне те вуласа пачӗҫ. Хавас кӑмӑллӑ , ҫепӗҫ чӗлхеллӗ, ҫынна яланах пулӑшма хатӗр
ватӑна ялта хисеплеҫҫӗ. Ҫемьере пысӑк хуйхӑ килсе ҫапсан та пурте Анюк аппаран
пулӑшу е сӗнӳ-канаш ыйтаҫҫӗ. Никама та хирӗҫлесе курман вӑл хӑй ӗмӗрӗнче. 90 ҫул
тултарнӑ пулсан та ӑсӗ-тӑнӗпе те ҫирӗп, вашават та вичкӗн. Пӗлмен юрри ҫук, килнӗ
хӑнасемпе чӑваш юррисене тулли кӑмӑлпа шӑрантарчӗ. Хӑйне ҫапла сума сунӑшӑн тав
турӗ тыл ветеранӗ, пухӑннисене пурне те пехил пачӗ.

Республиканский совет ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органов

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика