Республиканский совет ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органовОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новости » Елчӗкри ветерансен Канашӗ

09:30 26 февраля 2023 г.

Елчӗкри ветерансен Канашӗ
(Выступление Л.Зайцевой, председателя районного Совета ветеранов по национальному
радио. Передача Розы Деменцовой «Ветерансен Канашӗ». От 24.12.2021г. 18ч.20 мин.)
Елчӗк районӗнчи ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсен Канашне 1986 ҫулта йӗркеленӗ.
Тӗрлӗ ҫулсенче ӑна вӑрҫӑ паттӑрӗсем Виталий Александров, Федор
Князев, парти райкомӗн ӗҫченӗ Роберт Бобылев, СССР халӑх учителӗ Петр
Чернов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Серафима Терентьева
ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра районти ветерансен Канашӗ 42 пуҫламӑш
организацине пӗрлештерсе тӑрать, пурӗ 7093 пенсионер, «Ӗҫ ветеранӗсем»-
3033, вӑрҫӑ участникӗсем-2. Уйрӑмах Николай Павлов ертсе пыракан
«Тӗрлӗ ҫулсенче Германинче хӗсметре тӑнӑ ветерансен Союзӗн Елчӗкри
уйрӑмӗн», Петр Анисимов ертсе пыракан «Афган вӑрҫин тата Ҫар
сусӑрӗсен Елчӗкри уйрӑмӗн», Валерий Щадриков ертсе пыракан «Елчӗкри
АПК ветеранӗсен» пархатарлӑ ӗҫӗсене палӑртса хӑварма кӑмӑллӑ.
Ялсенчи пуҫламӑш организацисене вӗри чунлӑ, халӑхпа пӗр чӗлхе тупма
пӗлекен, пурнӑҫпа пӗр тан пыракан хӗрӳ чӗреллӗ ветерансем ертсе
пыраҫҫӗ. З.Портнова, Е.Ахмерова, В. Кириллов, Н. Кириллов, И.Трофимов,
И.Волкова, И.Левый…Халӑх нушине курма пӗлнишӗн, халӑхпа пӗрле
савӑнӑҫне те пайланишӗн пысӑк хисепре пирӗн ветеран – ертӳҫӗсем.
Ҫавӑн пекех районти ветерансен Канашӗн Президиумне ырӑпа асанас килет:
Р.Молодова, П.Чернов, З.Яковлева, В.Кириллов, Н.Кириллов, П.Анисимов,
Л.Горшкова…
Елчӗксем ҫӗршыв, республика пӗлтерӗшлӗ мероприятисене - Пӗтӗм
Раҫҫейри халӑх ҫыравне, суйлава хастар хутшӑннине палӑртрӗ Елчӗк
район администрацин пуҫлӑхӗ Л.Левый ҫак кунсенче Елчӗкре иртнӗ
республикӑри АПК ветеранӗсен Союзӗн районти уйрӑмӗн анлӑ ларӑвӗнче.
Чӑваш Енри АПК ветеранӗсен Союзӗн председателӗ А.Самылкин елчӗксен
курӑмлӑ ӗҫӗсене палӑртнӑ май ветерансем республикӑна аталанма,
халӑхӑн пурнӑҫ шайне лайӑхлатма хастар хутшӑннине палӑртрӗ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та ветерансем килте тунсӑхласа лармаҫҫӗ, тӗрлӗ
мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ялсенче социаллӑ объектсем ҫӗкленни,
вӗсене юсаса ҫӗнетни савӑнтарать. Районта ветерансене пушӑ вӑхӑта
усӑллӑ ирттерме мӗнпур услови пур: пӗрушкӑн Иван Шурбин ертсе
пыракан ветерансен хорне ҫӳрет, теприсем «Улӑп» спорткомплекса шыва
кӗме, теннисла выляма ҫӳреҫҫӗ. Е.Михайлова ертсе пыракан халӑха
социалла пулӑшу паракан центр ҫумӗнчи «Гармония» клуб вара пурне те
илӗртет. Ҫӗршывӗпе паллӑ Лащ Таяпари пурсуй йытӑсен питомникне кайса
килни пурин асӗнче. Каҫ сӑнӗ ҫапсан район центрӑнчи тӗп стадионра халӑх
хӗвӗшет. Мӗн тӗрлӗ спорт инвентарӗ кунта. Коронавирус чирне пула
паянхи тӗп тӗллев - ковидран вакцинациленесси. С.Терентьева, З. Портнова,
В.Краснова, И.Блинова тата ытти ветерансем юлташӗсемшӗн тӗслӗх пулса,
кавар та усал чире хирӗҫ тӑрса, малтисенчен пӗри пулса, вакцинациленчӗҫ.
Ыттисене те прививка тутарма сӗнсе, пурте кар тӑрсан кӑна, ҫак усал чире
ҫӗнтерме пулни ҫинчен ӑнлантару ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ вӗсем.
Район администрацин ертӳҫи Л.Левый ветерансене пысӑк тимлӗх уйӑрать.
Ҫак кунсенче вӑл районта паян пурӑнакан икӗ вӑрҫӑ участникӗ, Илья
Волковпа Иван Алексеев патне Ҫӗнӗ Ҫул саламӗ ҫитерчӗ, вӗсен пурнӑҫ
условийӗсемпе кӑсӑкланчӗ. Инвалидсене, «вӑрҫӑ ачисене», Сӑр чиккинче
нушаланнӑ ватӑсене, салтак арӑмӗсене, кашни ветерана тимлӗх уйӑрма
ыйтать ертӳҫӗ.
Районти ветерансен Канашне куллен пулӑшса пынӑшӑн райадминистрацин
пай ертӳҫисене, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене, Е.Михайлова, Н.Николаева
ертӳҫӗсене, тухтӑрсене, культура ӗҫченӗсене, учительсемпе вӗренекенсене,
волонтерсене, «Елчӗк ен» хаҫат ӗҫченӗсене тав сӑмахӗ каласшӑн. Чӑваш
халӑх калашле «пӗччен суран - типсе пырать, халӑх сурать - кӳлӗ пулать».
Ҫапла, пӗрле ӗҫлесен кӑна ялти кашни ватӑн пурнӑҫне туллирех,
илемлӗрех, хаваслӑрах тума пулать.
Ветерансем – пысӑк вӑй. Ялти илем, пӗр-пӗрин хушшинчи килӗшӳ, районти
лару-тӑру ветерансенчен нумай килет. Маттур пирӗн ветерансем.

Республиканский совет ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органов

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика