МБУК "ЦБС" Моргаушского района ЧР

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

У нас новый сайт библиотеки! Этот сайт не актуализируется, приглашаем ознакомиться с работой библиотек Моргаушского района на сайте http://mbuccbsmorgau.rchuv.ru 

Новости » "Кашни кун эпĕ çул çинче" Г.Осипов - Шомик ялĕнче савăнаçлă хыпар.

14:01 24 июля 2021 г.

Çынна ĕç çеç илем кÿни – пирĕн пурнăçăн уйрăлми чăнлăхĕ. Çавăнпах пулĕ ĕçчен пĕлĕшĕмсемпе юлташăмсем, хамăр ялсем çине эпир ытларах чухне шурă ăмсанупа пăхатпăр. Вĕсем пек пулма тăрăшас туăм çуралать çав вăхăтра, мал туртăмлă ĕмĕтсем вай илсе тĕрĕкленеççĕ, çунат сараççĕ. Ырă çын ячĕ таврана инçе каять, - тесе çырнă А. Белов «Кашни кун эпĕ çул çинче» ятлă очерксем пухнă кĕнекере.

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шомик ял кĕнеке пÿлĕмĕнче пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртрĕ. Хамăр ентĕш Герман Филиппович Осипов кăларнă "Кашни кун эпĕ çул çинче" ятлă кĕнеке Шомик ял тăрăхĕнче пурăнакансене пысăк савăнăç парнелерĕ.

Çавра сĕтел хушшинче кĕнекене çутта кăларма вăй хунисем – Осипов Герман Филиппович, Ерагин Евгений Евстафьевич, Герман Филипповичăн мăшăрĕ –Людмила Алексеевна, кĕнекери сăнарсем: Ильмендеров Семён Васильевич, Бычкова Валентина Софроновна, Зубкова Людмила Николаевна - Олаева Галина Михайловнăн хĕрĕ, Волкова Вера Николаевна, çывăх тус-тантăшĕсем: Макаров Евгений Дмитриевич, Терентьева Тамара Георгиевна, Морозов Леонид Петрович, Алаева Валентина Владимировна, Алина Германовна, Нина Рябчикова, Римма Парикова тата ытти ентешсем пухăнчĕç.

Кĕнекере сăнланă самантсем Кĕнер тăрăхĕнче вырнаçнă ялсемпе, маттур çынсемпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăç кун-çулĕпе çыхăнса тăраççĕ.

Калаçура кĕнекере çырнă асран тухман самантсене, вăрçă ачисен йывăр ачалăхне, Аслă Çĕнтерÿ кунне çывхартнисене, «Майăн 9-мĕшĕ! Çĕнтерÿ!» - кунне уявлама Атăл хĕрринчи анлă улăха çывăхри ялсенчен кăна мар, кÿршĕ районсенчен те халăх йышлă пуçтарăннине аса илчĕç.

Сăр хĕрринчи улăхçăсене окопсем чавма кайнă Елена Степенко пурнăçĕ çинчен, Анаткас урамĕнче пурăнакан Елизавета Александровна сакăрвуннăран иртсен пÿр лартни çинчен, пĕчĕкçĕ хĕр ачан Ленинград блокадăри самантсенче çуралнине, пурнăçăн çăмăл мар асаилÿсене сăнланă кĕнекере.

Катькас ялĕнчи хăй ĕçне яваплă туйса пурнăçлакан - Вера Николаевна, ялти тус-тантăшсем - Валентина Софроновнăпа Серова Феоктиса Антиповна – кун хыççăн кун, çул хыççăн çул – ачасене вĕрентес ĕçре çапла тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă самантсем савăнтараççĕ, хумхантараççĕ кĕнекере.

Евгений Евстафьевич Ерагин авторăн Анаткас çĕрĕ-шывĕ çинчен çырать. Отă историйе пирки каласа парать.

Кĕнекери уçса панă самантсем Муркаш ен пурнăçне туллин çутатса тăракан, 1944 çултанпа тухса тăракан «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçетĕнче пичетленсе тухнă. Район хаçачĕпе нумай çул туслă ĕнтĕ Герман Филиппович. «Хаçат алла тытсан ывăнни те иртсе каять, умри йывăр шухăшсем сирĕлеççĕ», - тесе çырать Герман Осипов «Кашни кун эпĕ çул çинче» кĕнекере.

«Кашни кун эпĕ çул çинче» кĕнеке шкул ачисене, çамрăксене пурнăçра тĕрĕс тĕллевпе утма, йывăрлăха тÿсме, ĕçпе кăна ырă ят тивĕçме пултарни çинчен ăс парать. Тăван Çĕршыва, çуралса ÿснĕ кĕтесе, тăван тавралăха, атте-аннене манмалла мар, вĕсен пуласлăхне тивĕçлĕ ĕçсемпе пуянлатмалла.

Саванăçлă туйăм, хавас парнеленĕшĕн Шомик ял клубĕ çумĕнчи «Атăл хумĕсем» ушкăн пурне те юрăпа савăнтарчĕ.

Герман Филиппович асăнмалах, ырлăх-сывлах, телей, вăрăм кун-çул сунса, пухăннисене кĕнеке парнелерĕ. А.Белов çырнă йĕркесене паллăртса «Хăйсен тăрăшулăхĕпе ялта ырă ят çĕнсе илнĕ Г. Осиповăн çемйи çынна ĕç илем кÿрет тенине çирĕплетекен черетлĕ тĕслĕх, ырă чăнлăх, паха пулăм пулса(…)» пирĕн асра юлĕ.

Шомик ял кĕнеке пÿлĕмĕн ертÿçине - Дарья Алексеевнăна та "Кашни кун эпĕ çул çинче" кĕнекепе чысларĕç.
Кĕнекепе паллашма, алла илсе вуллама пурне те сĕнетпĕр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика