МБУК "ЦБС" Моргаушского района ЧР

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

У нас новый сайт библиотеки! Этот сайт не актуализируется, приглашаем ознакомиться с работой библиотек Моргаушского района на сайте http://mbuccbsmorgau.rchuv.ru 

Новости » Хаваслă шăкалат уявĕ

15:52 12 июля 2021 г.

Шăкалатăн пĕрремĕш уявне Европăра 1995-мĕш çулта ирттерме пуçланă. Пирĕн Раççей Çĕршывĕ те çак уява ирттерме майĕпен йăлана кĕртсе пынă.      

          Москакасси культура Çуртĕнче вăй хуракансем çуллахи кану вăхăтĕнче ачасене усăллă тата хаваслă кану вăхăчĕ ирттĕр тесе, сахал мар интереслĕ уявсем, тĕл пулусем туса ирттереççĕ.

          Кăçалхи çул шăкалат уявне 2-мĕш хут ачасемпе хаваслă лару-тăрура туса ирттерчĕç. Июлĕн 11-мĕшĕнче Москакасси ялĕнчи Симĕс урамри 4-мĕш çурт умĕнче ачасем самаях пуçтарăнчĕç. Маланах вĕсене Г.Голубева шăкалат историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, В.Макаровапа Л.Ванюшкина вĕсемпе тĕрлĕрен интереслĕ вăйăсем туса ирттерчĕç. Вăйăсене икĕ ушкăна пайланса хутшăнчĕç ачасем: «Ягодки» тата «Одуванчики». Çак ушкăнри ачасем кашни вăйăрах хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ыйтусем çине хуравларĕç, тĕрлĕ атракционсене хутшĕç, спорт енĕпе те, ăс-тăн енĕпе те маттур пулнине кăтартрĕç. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн çакă паллă пулчĕ, икĕ ушкăна та çĕнтерÿçĕ пулнине палăртрĕç.

          Культура ĕçченĕсем ачасене тутлă шăкалатсемпе печенисем парса хавхалантарчĕç. Ачасем кун пек тутлă çимĕçсемпе питех те кăмăллă пулчĕç. Амăшĕсем те кăмăллă юлчĕç, хăйсен ачисене çавăн пек интереслĕ кану йĕркелесе панишĕн, татах çавăн пек интереслĕ тĕл-пулусем тума сĕнчĕç. Паллах, ку сĕнĕве культура ĕçченĕсем хаваспах йышăнчĕç.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика