МБУК "ЦБС" Моргаушского района ЧР

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

У нас новый сайт библиотеки! Этот сайт не актуализируется, приглашаем ознакомиться с работой библиотек Моргаушского района на сайте http://mbuccbsmorgau.rchuv.ru 

Новости » Выставка-экспозици «Çак юрра эп ахаль мар юрларăм – Я недаром эту песню спел»

16:12 05 марта 2018 г.

Чăвашсен аслă ăру поэчĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ. Поэт, прозаик, куçаруçă тата критик Митта Ваçлейĕ (1908-1957) чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă.

 Сăвăçӑ Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Патăрьел районĕ) Аслă Арапуçĕнче çуралнă. Ялти шкулта, Чĕмпĕрти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Пĕр хушă Патăрьел районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. 1930 çулта учитель ĕçне куçнă: икĕ çул Çĕмĕрле районĕнче Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулне ертсе пынă. Вӑл 1932-мӗшӗнче Шупашкара пурăнма куçнă, Чăваш АССР халăх комиссарĕсен канашĕ çумĕнчи радиохыпар комитетĕнче литературăпа драма передачисен редакторĕ пулнă. 1937 çулта сăвăçа националист тесе айăпланă, тĕрмене тытса хупнă, тĕрлĕ лагерьте асаплантарнă. 1947 çулхи раштав уйăхĕнче вăл ирĕке тухнă, анчах 1949 çулхи ака уйăхĕнче ăна каллех арестленĕ, Красноярск крайне ссылкăна янă. 1954 çулхи юпа уйăхĕнче вăл тăван çĕршывне таврăннă, культурăпа литература ĕçне хастаррăн пуçăннă. 1956 çулта В. Миттан «Кăмăлтан» сăвă кĕнеки кун çути курнă, тепĕр çур çултан сăвăç чĕри тапма чарăннă. Поэтăн çырнисен тулли пуххи икĕ томпа 2004 тата 2005 çулсенче пичетленнĕ.

Унăн пултарулăх еткерĕ пуян. Сăмах ăстин паха хайлавĕсене шкулта вĕренеççĕ, тишкереççĕ. Сăввисем ачасене шухăшлама, тăван чĕлхене юратма, илемлĕхе туйма, таса чун-чĕреллĕ пулма пулăшаççĕ.

Ҫак паллӑ куна халалласа пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗн ял тӑрăхĕсем хушшинчи тӗп библиотеки выставка-экспозици хатĕрленĕ. Вӑл «Çак юрра эп ахаль мар юрларăм – Я недаром эту песню спел» ятлӑ. Сектор ертӳҫи Маргарита Лаптева Митта Ваҫлейӗ ҫырнӑ произведенисемпе тата ун ҫинчен ҫырнӑ кӗнекисемпе паллаштарнӑ: «Çырнисем пуххи», «Çак юрра эп ахаль мар юрларăм»,  «Кăмăлăмпа шухăшăм» тата ытти те. Унăн произведенийĕсем философиллĕ тарăн шухăшлă, илем кÿрекен поэзи.

 Ҫак кӗнекесемпе тӗплӗнрех паллашма сире Муркаш районӗн ял тӑрăхĕсем хушшинчи  тӗп библиотекинче кӗтетпӗр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика