МБУК "ЦБС" Моргаушского района ЧР

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

У нас новый сайт библиотеки! Этот сайт не актуализируется, приглашаем ознакомиться с работой библиотек Моргаушского района на сайте http://mbuccbsmorgau.rchuv.ru 

Новости » Катькас ял библиотекинче «Юррăмсем – çунатăмсем» ятпа поэзи сехечĕ иртрĕ

10:04 30 июня 2017 г.

Кĕпе çĕленĕ пек вăл – Сăвă çырасси,

Тĕрĕ тĕрленĕ пек вăл – Кĕвĕ хывасси,

Сывлăш сывланă пек вăл – Юрă юрласси.

Ĕç вĕçлесе ĕç пуçласси вăл – Пурнасси…

                                     (Светлана Асамат)

«Юррăмсем – çунатăмсем» ятпа Катькас ял библиотекинче Светлана Васильевна Асамат (Смирнова) поэт 65 çул тултарнине халалласа поэзи сехечĕ иртрĕ.

Светлана Асамат – Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн, Чĕмпĕрти «Эткер» ыркăмăллăх фондчĕн, И.Я. Яковлев ячĕллĕ премийĕн пĕрремĕш лауреачĕ. Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ – Муркаш районĕнчи Калайкассинчи вăтам пĕлÿ паракан шкул.

А. Угарова библиотекарьпе Катькасри Культура çурчĕн ертÿçи И. Осипова, илемлĕх ертÿçи Н. Кондукторова вулакансене, поэзие юратакансене С. Асамат пурнăçĕпе пултарулăх çулне çутатса пачĕç, кĕнекисемпе паллаштарчĕç. Поэтăн тĕрлĕ çулта çырнă сăввисене, «Шахвăртса» кĕнекери каларăшсене те вуларăмăр, сÿтсе яврăмăр.

С. Асамат пухса илемлетнĕ чăваш халăх юрри çитмĕле яхăн. Н. Кондукторова ертсе пынипе С. Асаматăн сăввисемпе кĕвĕленĕ анлăрах сарăлнă юрăсене те аса илсе юрларăмăр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика