МБУК «Централизованная библиотечная система» Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пěчěкренех кěнекепе туслă

12:01 02 апреля 2019 г.

«Этемěн пурнăçра чи шанчаклă тус вăл – кěнеке. Вăл пурнăç тăршшěпех пирěнпе юнашар.  Йывăр вăхăтра лăплантарать, кирлě вăхăтра ăс парать,» - çапла шутлать Элěкри вăтам шкулта 9 класра вěренекен Олег Егоров. Ăс – тăнпа тавракурăма кунсерен аталантарас тесе кěнеке, хаçат – журнал вулани пысăк вырăн  йышăннине лайăх ăнланать. Вăл пěчěкренех кěнекепе туслă, 5 çултах вулама вěреннě. Унтанпа чылай кěнекепе паллашма ěлкěрнě ěнтě. Кěнеке вулани ăна шкулта  аван паллăсěмпе ěлкěрсе пыма пулăшать, тавракурăмне ÿстерет. Чăннипех нумай пěлет вăл. Кирек епле ыйту çине те хуравлама пултарать. Шкулта Олега уйрăмах историпе тата обществознани предмечěсем килěшеççě. Çавăнпах вăл ытларах историпе çыхăннă кěнекесем вулать. Шкул программипе килěшÿллěн вуламалли кěнекесене те алран вěçертмест, чăваш çыравçисен хайлавěсене те юратсах вулать. Çулсеренех районта иртекен предмет олимпиадисене хутшăнса çěнтерÿçě е  призер пулса тăрать. 2018, 2019  вěренÿ çулěсенче вăл историпе, обществознанипе, вырăс чěлхипе, акăлчан чěлхипе  малти вырăнсене  йышăннă.

 Районти тěп библиотекăра « Чи нумай кěнеке вулакан» ята та тивěçрě вăл. Кунта иртекен мероприятисен активлă хутшăнаканě те вăлах. Сахал мар конкурсра чи малти вырăнсене йышăнчě. Çавăн пекех районта тата республика шайěнче иртекен конкурссене тăтăшах хутшăнать, çěнтерÿçě ятне тивěçет. Иртнě çул Наци библиотеки ирттернě «Миссионер и ученый Иакинф Бичурин» акци – турнирта, Интеллектуаллă ГТОра та малти вырăнсем йышăнчě. «Иван Яковлевич Яковлев – патриарх чувашской культуры» библиотека диктантне çырса чи нумай бал пуçтарма пултарчě. «Тăван Атăл» журнал тата Трактор историйěн музейě «Хурçă ут – хăватлăн ут!» ятпа Регионсем хушшинче ирттернě викторина – конкурсра 3 вырăн йышăннă. 

  Кěнеке вуланипе пěрлех вăл спортпа та туслă. Эрнере 3 кун «Хěлхем» спорткомплексри тренажер залне  çитме те вăхăт тупать. Спортпа туслă пулни пурнăçра кирлě пуласса ăнланать вăл.

  Кăçалхи вěренÿ çулě Олег Егоровшан хěрÿ тапхăр, унăн экзаменсем  тытмалла, кěнеке нумай вулани ăна экзаменсене ăнăçлă тытма  пулăшасса  шансах тăратпăр. Олега малалла та кěнекепе туслă пулма,  пурнăçра çитěнÿсем сунатпăр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Аликовского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Яндекс.Метрика
 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика