МБУК «Централизованная библиотечная система» Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » Элĕкри тĕп вулавăшра «Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке-2016» акци-конкурспа килĕшÿллĕн наци кĕнекин «Вула, Элĕк ен!» фестивалĕ иртет

12:00 08 февраля 2017 г.

     Элĕкри тĕп вулавăшра «Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке-2016» акци-конкурспа килĕшÿллĕн наци кĕнекин «Вула, Элĕк ен!» фестивалĕ иртет. Ăна халăха чăваш çыравçисен хайлавĕсемпе паллаштарас, кĕнеке вулама явăçтарас тата авторсен ĕçне хак парас тĕллевпе йĕркелетпĕр. Çак фестивальте чăн-чăн кĕнеке тусĕсене палăртма май пур, проза тата поэзи жанрĕпе çырнă чи лайăх произведени ячĕсене пĕлĕпĕр.

Кăçал акцие 2016 çулта пичетленсе тухнă кĕнекесем хутшăнаççĕ. Вĕсен шучĕ пĕчĕкех мар - 110     кĕнеке. Вĕсемпе «Литературăллă Чăваш Ен: Çулталăк кĕнеки-2016» куравра паллашма пулать. Куравра çакăн йышши литература конкурсĕсене пĕрре кăна мар хутшăннă писательсен кĕнекисем те пур, тĕслĕхрен: Ангелина Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак», Нелли Петровскаян « Тухатмăш», Улька Эльмнĕн «Сарă кĕпе», Николай Максимовăн « Шурă акăш çулĕ», Михаил  Мерченĕн « Хумлă Атăл», Иван Михайловăн « Чĕкеçĕм», Аркадий Русаковăн « Эпир кунта хĕçпе килмен», Валентина Тараватăн « Аякри сасă». Библиотекăра кунсерен çак курав çăлкуçĕсенчи кĕнекесен тишкерĕвне ирттеретпĕр, çыравçăсемпе тата поэтсемпе тĕл пулусем йĕркелетпĕр. Анчахрах кунта паллă çыравçăпа, Ангелина Павловскаяпа тата Любовь Шашкина- Лĕпĕшпи сăвăçпа  тĕл пулусем иртрĕç. Вулавăша пухăннисем çыравçăсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç.

Вулакансем хăйсене килĕшнĕ кĕнеке çинчен кĕскен çырса хăвараççĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртма пулăшаççĕ.

 Нарăс тата пуш уйăхĕсенче Элĕкри тĕп вулавăшра татах çыравçăсемпе тĕл пулусем, вулакансен конференцийĕсем, литература каçĕсем, кĕнекесен презентацийĕсем иртĕç.

 Пурне те  «Вула, Элĕк ен!» фестивале йыхравлатпăр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Аликовского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Яндекс.Метрика
 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика