Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем пожилых людей

14:59 28 сентября 2018 г.

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăру çыннисем!

 Сире пурне те Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Эсир мĕн ачаранах ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван район аталанăвĕшĕн чунтан тăрăшса вăй хунă. Паян та эсир районта иртекен тĕрлĕрен мероприятисене активлă хутшăнатăр. Обществăлла ĕçрен те айккинче юлмастăр. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса ÿстерессинче хастар эсир. .Пире тĕрлĕ сĕнÿсем парса та пулăшатăр.  Эсир пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн, чун-чĕре çирĕплĕхĕпе ăшă кăмăлăршăн. Пире çакăн пек  мирлĕ  пурнăç парнеленĕшĕн сирĕн умăрта çĕре  çити пуç таятпăр.

Паян эпир сирĕн ĕçĕре малалла тăсатпăр. Тăван район малашне те  вăйлă та тĕреклĕ пултăр, аталану çулĕпех кайтăр  тесе хамăртан килнине йăлтах тума шантаратпăр.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ватлăхăр канлĕ килтĕр.  Ачăрсемпе мăнукăрсем сире яланах савăнăç парнелеччĕр.

  Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев. 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика