Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем воспитателя и дошкольного работника

09:52 26 сентября 2018 г.

Хисеплĕ воспитательсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире пурне те çывхарса килекен професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Ачалăх кашни çыншăн  - чи телейлĕ вăхăт. Шăпах çак тапхăрта ача çĕннине вĕренсе аталанса пырать. Çакăнтан пуçланать те вĕсем пурнăçра мĕнле çын пуласси. Эсир вĕсене тăван тавралăха упрама, тăван çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме вĕрентетĕр. Вĕсем туслăха упраччăр,  пĕр-пĕрне пулăшма, ырă ĕçсем тума хăнăхчăр тесе тесе те сахал мар тăрăшатăр. Кашни ачара унăн пултарулăхне асăрхаса, ăна малалла аталанма пулăшатăр. Тавах сире хăвăрăн ĕçĕре чунтан юратса пурнăçланăшăн, иксĕлми ырă кăмăлăршăн, кашни ачашăн кунĕпех тăван ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче пулнишĕн.

Районта ачасем пур енлĕн аталанса ÿсме тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе нумай ĕç туса  ирттеретпĕр.  Ача сачĕсенче хăтлă, ăшă пултăр тесе район бюджетĕнчен сахал мар укçа-тенкĕ уйăратпăр. 13 ача сачĕсĕр пуçне юлашки çулсенче тата 13 вĕрентÿ учрежденийĕнче шкул çулне çитмен ачасем валли 19 хушма ушкăн уçрăмăр, 9 шкулпа ача садĕнче пĕчĕк котельнăйсем туса лартрăмăр. Кăçал тата икĕ çĕрте пулĕç вĕсем.

Эсир малашне те хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласси пирки эпир пĕрре те иккĕленместпĕр. Çак ĕçре çитĕнÿсем тума пурсăра та ăнăçу сунатпăр.  Сывлăхăр пурин те сирĕн çирĕп пултăр, çемьере юратупа килĕшÿ, тулăх пурнăç хуçалантăр. 

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев. 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика