Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с районным праздником "Акатуй"

09:45 08 июня 2018 г.

Хисеплĕ ентешсем! Ял ĕçченĕсем!

 

Сире пурне те районти «Акатуй» уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Кăçал  вăл 65-мĕш хут иртет

Çын ĕçпе илемлĕ, теççĕ. Пирĕн район çыннисем вара ĕçе мĕнпур кăмăлтан тума хăнăхнă. Вырăнсенче ĕçе пĕлсе йĕркеленипе, кашни ял ĕçченĕ тăрăшуллă пулнипе çуракине йĕркеллĕ ирттертĕмĕр. Çуракинче тăрăшса ĕçленĕ кашни çынна,  водительпе механизатора, ял хуçалăх специалистне, ял хуçалăх предриятийĕн тата хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçине çакăншăн чĕререн тав тăватпăр

Халĕ умра тепĕр тĕллев -  акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисене тухăçлă çитĕнтермелле, выльăх апатне çителĕклĕ таран хатĕрлемлле, тăван çĕр çинче экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă ял хуçалăх продукцине ытларах туса илмелле.

Эсир малашне те хăвăр ĕçе чун-чĕре хушнă пек пурнăçласса шанас килет. Ĕçĕрсем малашне те  ăнсах пыччăр.

Пурне те телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Сывлăхăр чир-чĕр мĕнне ан пĕлтĕр. Çемьере юратупа килĕшÿ, тăнăç пурнăç  хуçалантăр. Çумра вара ырă çынсем кăна пулччăр.

 

 Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев. 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика