Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Орининта Таса Çимĕк уявĕ иртрĕ

10:48 31 мая 2018 г.

Православи çыннисем Таса Çимĕк уявне — чиркỹ праçникĕсен тĕп 12 уявĕнчен пĕрне — Христос чĕрĕлсен Мăн кун хыççăн 50 кунтан паллă тăваççĕ. Çавăнтанпах ĕнтĕ халăхра ăна Пятидесятница теççĕ. Чăвашсем мĕн ĕлĕк-авалтан çурхи ĕçсем хыççăн тĕрлĕ уявсем ирттернĕ. Çуллахи уявсен шутне шăпах Çимĕк кĕрет. Мĕн ĕлĕкренпех çав кун кирек епле ĕçе те пăрахнă, тăван-хурăнташпа пĕрле ĕçсе çинĕ…

Йáлана кĕнĕ йĕркепе  кáçал та, çу уйáхĕн 27-мĕшĕнче, Оринин салинче  Çимĕк  уявне халáх йышлá пухáнчĕ. Уяв программине «Золушка» ача садне çурекенсем уçрĕç. Çимĕке пухáннисене  Оринин ял пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнáçлакан С.А.Михайлова,  район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономика тата агропрмышленность комплексĕн аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи А.А.Миронов, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем А.Г.Прокопьевпа В.А.Калинин, Оринин ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи – В.И.Вязов, Орининти чиркỳ настоятелĕ  Иннокентий атте  саламларĕç.

Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Орининти чиркỳ çумĕнчи вырсарни шкулне çỳрекенсем, Орининти вăтам шкулĕнче вĕренекенсем,  Атапай клубĕнче  йĕркелленнĕ «Сурпан» (ертўçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – Родион Петров), Мулкачкассинчи «Пучах» (ертўçи-Надежда Кондукторова, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ), «Стиляги» ташá ушкáнĕ уява хаваслá ташá-юрáпа пуянлатрĕç. Çавáн пекех уява хутшáнакансем Ятман клубĕ çумĕнче йĕркелленнĕ  «Задоринка» ташá ушкáнĕпе Шурчари культура Çурчĕ çумĕнчи «Шурча» ушкáнĕн пултарулăхĕпе паллашма пултарчĕç. Вĕсем хаваслă юрă- ташáсемпе халăхăн чунне тыткăнларĕç, савăк кăмăл-туйăм парнелерĕç. Илемлĕ юрá-кĕвĕпе çынсем ташлама та тухрĕç.Уяв питĕ хаваслá иртрĕ.  Спорта юратакансем футбол, волейбол вáйисенче вáй виçрĕç.  Хаваслá юрá-ташá нумайччен савáнтарчĕ куракана. Пĕчĕк шăпăрлансене савăнма батут та пулчĕ,  карусельпе ярăнма та пултарчĕç вĕсем.  Техĕмлĕ какай шỳрпипе шашлык тутанса пáхма та май пулчĕ уява хутшáнакансен.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика