Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем российского предпринимательства

14:58 25 мая 2018 г.

Хаклă предпринимательсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире пурне те Раççейри предпринимательство кунĕпе саламлатпăр.

Эсир районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хыватăр. Халăхăн пурнăç шайне лайăхлатас тесе тăрăшатăр, вĕсене тĕрлĕ  пулăшусем парассипе тимлетĕр. Районта пурăнакансем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса паратăр.. Çак сферăра ĕçлекенсен йышĕ пирĕн районта çулсеренех ÿссех пыни пире савăнтарать. Паян район экономикине аталантарас ĕçре вăй хуракансенчен нумайăшĕ шăпах пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра ĕçлет. Тавах сире пурне те   тăрăшуллă ĕçшĕн.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.  Ĕçĕрсем малашне те ăнса пыччăр, мĕн шутлани пурнăçа кĕрсе пытăр.

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев.

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика