Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Всемирным днем медицинских сестер

11:37 11 мая 2018 г.

Хаклă медицина сестрисем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире Пĕтĕм тĕнчери медицина сестрисен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Çăмăл мар сирĕн ĕç, анчах та питĕ яваплă.  

Чунĕпе илемлĕ, ăшă кăмăллă çынсем суйласа илеççĕ çак профессие. Мĕншĕн тесен эсир чирлĕ çынна каланă пĕр ăшă сăмах  - уншăн чи кирлĕ эмел, ăна часрах сывалма пулăшать. Эмелпе сипленипе пĕрлех эсир çынсене ăнланни, эсир панă тĕрлĕ сĕнÿ вĕсене чире çĕнтерме пулăшать, малашлăха шанчăкпа пăхма вăй-хал хушать. Тавах сире хăвăрăн тивĕçĕрсене чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн, çынсене йывăр вăхăтра пулăшнăшăн.

Пурне те  сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.  Сирĕн малашнехи ĕçĕрте те  ăнăçусем пулччăр, ырă кăмăлăр вара пĕрре те ан иксĕлтĕр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика