Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и главы администрации района Р.Н. Тимофеева с Днем Победы

12:10 08 мая 2018 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, салтак арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем!

 Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те тăван çĕршывăн Аслă вăрăçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Çак хăрушă вăрçа пирĕн районтан 9845 çын тухса кайрĕ. Вĕсенчен 5491-шĕ каялла таврăнаймарĕ. Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă салтаксене эпир нихăçан та манмастпăр.

Çĕнтерÿпе киле таврăннă салтаксен речĕ те çулсеренех сайралсах пырать. Паян районта паян пурĕ 17 вăрçă ветеранĕ пурăнать. Эсир хăвăрăн пурнăçăра шеллемесĕр хаяр тăшмана çапса аркатарăр.  Тавах сире Аслă Çĕнтерÿшĕн, паянхи мирлĕ пурнăçшăн.

Уйрăм тав сăмахĕсене тыл ĕçченĕсем, «вăрçă ачисем» ячĕпе калас килет. Тылра та Çĕнтерÿшĕн хĕрÿ ĕç пынă. Ватти-вĕтти кунне-çĕрне, выççи-туттине пăхмасăр, Çĕнтерĕве çывхартнă. Паян пирĕн хушăра  448 тыл ĕçченĕ (вĕсенчен  168-шĕ  -  вилнĕ вăрçă участникĕн мăшăрĕсем), блокадăри Ленинградра пурăннă 1 çын.

Вăрçă хыççăн  районта пурнакансем пурте пĕрле вăрçăпа юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн тимленĕ.

Хаклă çыннăмăрсем! Паян эпир эсир парнеленĕ мирлĕ пурнăçра тăван района малалла аталантарассишĕн тимлетпĕр. Тăван çĕршыв вăйлă та çирĕп пултăр тесе хамăртан килнине йăлтах тăватпăр.

Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр. Урăх нихăçан та çĕр çинче вăрçă ан пултăрччĕ. Килĕрсенче ачасен телейлĕ сасси янăратăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                  И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                                   Р.Н. Тимофеев. 

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика