Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ярапайкассинчи вăтам шкулти Чăваш чĕлхи эрни

09:06 04 мая 2018 г.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак кун чăваш халăхĕн çутлăхçи Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Чăваш чĕлхи кунне 1992 çултанпа паллă тăваççĕ. Ярапайкассинчи вăтам шкул вĕренекенĕсем кашни çул Чăваш чĕлхи эрнине хаваспах хутшăнаççĕ. Кăçал та чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем Димитриева А.Г. тата Емельянова Г.Г. ертсе пынипе шкул ачисем чăваш халăхĕн çутлăхçи Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă Чăваш чĕлхи эрнинче тĕрлĕ ĕçсем турĕç. 5 класс ачисем «Çăлтăрлă сехет» вăйăра палăрчĕç тата «Мухтавлă Улăп» литература композицийĕ кăтартрĕç. 6 класс ачисем «Чăвашсем – мухтавлă халăх» интеллектуаллă ăмăртура пултаруллă пулчĕç тата «Аслă патриарх кун-çулĕн йĕрĕпе» литература уявне хутшăнчĕç. 7 класс ачисем «История великого народа» фильм тăрăх «Чăвашсем – мăнаçлă халăх» эссе çырчĕç тата «Чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхи» калаçура хастар пулчĕç. 8 класс ачисем «Телейлĕ самант» тата «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» ăмăртусенче мала тухрĕç. 9 класс ачисем «И.Я.Яковлев аслă патриарх кун-çулĕ» тавра пĕлÿ сехетне хутшăнчĕç, «И.Я.Яковлев вĕренекенĕсем» презентаци курчĕç, Иван Яковлев çинчен çырнă кĕнекесене тишкерчĕç. 5-9 класра вĕренекен 11 ача «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2018» акцие хутшăнчĕç. «Асамлă калем» кружока çÿрекенсем «Чăваш Улăпĕ» хаçат кăларчĕç. Димитриева А.Г. вĕрентекен Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче иртнĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă уява хутшăнчĕ. Шкул ачисем Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче ĕçленĕ Ф.Ф.Федоровпа тĕл пулу ирттерчĕç. Архив ĕçченĕ ачасене И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă архив докуменчĕсемпе тата статьясемпе паллаштарчĕ, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче хальхи вăхăтра музей пулни пирки ăнлантарса пачĕ. Ачасем кăсăклансах итлерĕç, ыйтусем парса нумай çĕнĕлĕх пĕлчĕç.   

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика