Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чӑвашлӑх кунне халалласа тĕл пулу ирттертĕмĕр

10:31 28 апреля 2018 г.

Тӑван чĕлхе - пуриншĕн те чи юратнӑ чĕлхе. Пирĕншĕн, чӑвашсемшĕн, чи юратнӑ чĕлхе чӑваш чĕлхи. Мĕн пĕчĕкрен пире асатте-асаннесем, атттепе аннесем тӑван чĕлхепе калаçма вĕрентнĕ. Вӑл пирĕншĕн чи пысӑк пуянлӑх.

И.Я.Яковлев чӑваш чĕлхине упраса хӑварас тесе сахал мар вӑй хунӑ. Вӑл тӑрӑшнипе çутта чӑваш алфавичĕ те тухнӑ. Мĕн тери илемлĕ те çепĕççĕн илтĕнеççĕ чӑваш калаçӑвĕсем.

Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чӑваш чĕлхин кунне уявлама палӑртса хӑварнӑ.Çак кун, чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă кунĕпе пĕр килнĕ.

Чӑваш Республикинчи пур кĕтесĕнче те, çак кун, савӑнӑçлӑ лару-тӑрура чӑваш кунне тата И.Я.Яковлева халалласа савӑнӑçлӑ уявсем туса ирттереççĕ.

Эпир, Москакасси культура ĕçченĕсем апрелĕн 27-мĕшĕнче, Москакасси вӑтам шкулĕнче виççĕмĕш класра вĕренекен ачасемпе тĕл пулу туса ирттертĕмĕр.

Л.В.Ванюшкина библиотекарь ачасене уяв ячĕпе пурне те саламларĕ. Малтанах чӑваш ялавĕ, гимнĕ, чӑваш чĕлхи ӑçтан пуçланса кайнӑ пирки те ачсене тĕплĕн каласа ӑнлантарчĕ. Çаксене пĕтĕмпех экран çинче кӑтартса, паллаштарса пычĕ. Ачасемпе чӑвашла викторина, вӑйӑсем те туса ирттерчĕ, юмахсем те каласа пачĕ.

Чӑвашсен аслӑ вӗрентекенӗн, И. Я. Яковлевӑн, пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе тĕплĕн паллаштарчӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене хисеплемеллине, юратмаллине ӑнлантарчӗ. Ачасем ӑна тимлĕн итлесе ларчĕç, вӑйӑсенче, викторинӑсенче хаваслансах хутшӑнчĕç, пурте чӑвашла калаçма тӑрӑшрĕç.

Пĕр сехет хушшинче ачасем чылай çĕнĕлĕхпе паллашрĕç.

Çак тĕлпулӑва йĕркелеме пулӑшнӑшӑн, 3-мĕш класс ачисене вĕрентекен Н.А.Мироновӑна, эпир, культура ĕçченĕсем пысӑк тав сӑмахĕ калатпӑр!

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика