Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы района - Председателя районного Собрания депутатов И.В. Николаева и врио главы администрации района А.А. Миронова с Днем местного самоуправления

09:14 20 апреля 2018 г.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата муниципалитет службин ветеранĕсем!

Район çыннисем!

 Сире пурне те Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çăмăл мар сирĕн ĕç. Ял çыннисем сирĕн пата темле ыйтупа та килеççĕ. Кашни çынна ăнланма тăрăшатăр. Кулленех халăха хумхантаракан вуншар ыйту татса паратăр. Таввх сире районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне лăйăхлатас тесе çине тăрса ĕçленĕшĕн, хăвăрăн тивĕçĕре пысăк яваплăхпа пурнăçланăнăшăн. 

Çак кун асăннă службăра ĕçлекенсен уявĕ кăна мар, тăван ял тăрăхне, района аталантарассишĕн ырми-канми ĕçлекен кашни çыннăн уявĕ. Паян нумай ыйтăва халăхпа пĕрле татса паратпăр. Депутатсемпе ял старостисем, пуçаруллă ял çыннисем вара мĕнпур ĕçре пулăшса пыраççĕ. Малашне те тăван район аталанăвĕшĕн пĕрлех тăрăшасчĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

 

Район пуçлăхĕ – депутатсен районти

 Пухăвĕн председателĕ                                                      И.В. Николаев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ                                      А.А. Миронов.                              

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика