Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кăçал 24 км яхăн çул юсамалла: подряд организацийĕсем шанчăклисемех

08:02 12 апреля 2018 г.

Пирĕн районта çул-йĕр ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çулта кăна çулсем тăвассипе, юсассипе тата вĕсене тытса тăрассипе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Пурĕ çак ĕçсене тума 110 млн. тенке яхăн  укçа-тенкĕ  тăкакланă пулсан,  57,6 млн. тенки 6 ялта вак чул сарса çулсем тунă çĕре кайнă.

Район тата пĕлтĕр  «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» федераллă программăна кĕме пултарчĕ. Ку, вăл,  чăннипех те çул-йĕр хуçалăхĕнче тунă тепĕр пысăк утăм пулчĕ. Асăннă программа 2017 çултан пуçласа 2025 çулччен пынине шута илсен, пушшех те. Мĕншĕн тесен  асăннă программăпа килĕшÿллĕн республика çулĕсен (85 процентне)  пахалăхне нормативпа пăхнă çĕнĕ шая çитерессипе сахал мар ĕçсем туса ирттермелле. Унсăр пуçне асăннă программа  çулсем çинче пулакан инкек-синкек шутне чакарас енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма та майсем туса парать.

Аса илтеретпĕр: пĕлтĕр пурнăçа кĕме пуçланă çак проекта Раççейри 38 агломераци кĕрет, çав шутра Шупашкар агломерацийĕ те пур.  Унта вара Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем тата Шупашкарпа Муркаш районĕсем кĕреççĕ.

«Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» федераллă программа çулсене йĕркене кĕртес ĕçре  çулталăк хушшинче мĕн тума май пачĕ; Тата кăçал мĕнле ĕçсем туса ирттермелле; Çак ыйтусем тавра калаçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çакна палăртрĕ:

-Асăннă программăпа килĕшÿллĕн «Волга - Вăрмой»  çула  1,7км тăршшĕ юсарăмăр пĕлтĕр.   Ку объекта юсама тĕрлĕ шайри бюджетран  7,7 млн тенкĕ ытла укçа-тенкĕ  тухса кайрĕ. Ку объектра «СМУ» чикĕллĕ яваплăхлă общество ĕçлерĕ, хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçларĕ.

Унсăр пуçне6 шкул (Мăн Сĕнтĕр, Йÿçкасси, Ярапайкасси, Юнкă, Муркаш, Чуманкасси) çывăхĕнче çуран çÿрекенсем автомобиль çулĕ урлă каçмалли вырăнсене, хăрушсăрлăх мелĕсемпе тивĕçтерсе, йĕркелесе çитертĕмĕр.  Ку ĕçсене «Муркашри «Металл-Строй» чикĕллĕ яваплăхлă общество туса ирттерчĕ. Пурĕ çак ĕçсене пурнăçлама 1,5 млн. тенкĕ кайрĕ. 

Çавăн пекех 8,4 км тăршшĕ «Муркаш-Лантăш» республика çулне те 52,5 млн. тенкĕлĕх юсама май килчĕ.

Иртнĕ çул çак программăпах «Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула» çула юсама пуçларăмăр. Юсав ĕçĕсене пурнăçлакан Шупашкарти «Поволжская межотраслевая компания «Партнер-Холдинг» чикĕллĕ яваплăхлă общество хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлайманнипе. пуçланă ĕçе вĕçлеме май килмерĕ. Çак подряд организацийĕпе çулăн сийне  юсамалли çинчен калакан тата çак çулăн никĕсне  вак чул сарса тăвассипе тунă килĕшÿсене иккĕшне те   хамăр енчен татрăмăр. Сăмаха тытман подрядчик тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнтăмăр.

Çапла вара 2 контрактпа пурĕ  «Поволжская межотраслевая компания «Партнер-Холдинг» чикĕллĕ яваплăхлă обществăран контрактсене пурнăçламаншăн район бюджетне  5 млн. та 656 пин те 341 тенкĕ  те 90 пусшыраса илтĕмĕр. Тата 5 млн. та 966 пин те 770 тенкĕ те 08 пус неустойка шыраса илмелле. Арбитраж судне ку ыйтупа иск тăратрăмăр.

Çавăн пекех район администрацийĕнчен Чăваш Республикин УФАСне асăннă  организацине сăмах тытман поставщиксен реестрне кĕртме ыйтса çырупа тухрăмăр. Пирĕн ыйтăва тивĕçтерчĕç: иртнĕ çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче «Поволжская межотраслевая компания «Партнер-Холдинг» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна 2 çуллăха патшалăх тата муниципаллă контрактсене пурнăçлама пултарайман поставщиксен реестрне кĕртрĕç. Унăн ертÿçине А.М. Козлова район прокурорĕ С.В. Павлов пуçарнипе  РФ Административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан Кодексăн 7.32 статйин 7-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн айăплă тесе йышăнчĕç, унăн квалификацине пăрахăçларĕç.  Суд йышăнăвĕ кăçалхи  январь пуçламăшĕнче  вăя кĕчĕ.

Кунта çакна каласа хăвармалла. Район администрацийĕ çине тăнипех çак çул юсассине асăннă программăпа килĕшÿллĕн кăçал тумалли объектсен шутĕнчех хăварнă. Кун пирки вара Ростислав Николаевич çакна палрăтрĕ:

- Пĕтĕмпе кăçал çак программăпа 23,9 километр çул юсама палăртнă. Пурĕ 4 çул çинче туса иртермелле юсав ĕçĕсене. Вĕсенчен пĕри – шăпах «Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула» çул. Çак çула тата 6,9 км тăршшĕ юсамалла. Çавăн пекех «Муркаш - Хорнуй - Платкасси» (9 км), «Волга-Шомик» (6,4 км), «Тойкилтĕ –Кĕртекасси» (1,5 км) çулсене юсама пирĕн района кĕçал 129 млн. тенке яхăн укçа уйăрма палăртнă.

Çавăн пекех кăçал тата «Элĕк - Ишек»  республика çулне  те юсама палăртнă.

-Ростислав Николавич, хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле шайра;

-Юсав ĕçĕсене пурнăçлакан подряд организацийĕсем суйлассипе мартăн 19-мĕшĕнче аукционсем пулса иртрĕç, Хăш объектра хăш организаци ĕçлесси паллă ĕнтĕ. «Тойкилтĕ - Кĕртекасси» тата «Муркаш - Хорнуй -Платкасси» çулсене юсассипе «СМУ» чикĕллĕ яваплăхлă общество  ĕçлĕ. Асăннă подряд организацийĕ, каларăм ĕнтĕ, пĕлтĕр 1,7 километр тăршшĕ «Волга - Вурмой» çула юсарĕ. Кăçал та вăл мĕнпур ĕçсене вăхăтра пурнăçласса шанас килет.

 «Волга - Шомик» тата «Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула» çулсене  юсассипе вара  вара «ТУС» акционерсен обществи тăрăшĕ кăçал. Ку подряд организацийĕ те хăйне пĕлтĕр лайăх енчен кăтартса пачĕ. Çак организаци строителĕсем пĕлтĕр пирĕн районта республика пĕлтерĕшлĕ «Муркаш - Лантăш» çула юсанă çĕрте кал-кал ĕçлерĕç.

Каласа хăвармалла, «Тус» АО конкурса хутшăннă 5 организаци хушшинче çĕнтерчĕ, «СМУ» чикĕллĕ яваплăхлă общество  -аукциона хутшăннă 7 организаци хушшинче. 

Аукцион вăхăтĕнче çак 4 объекта юсама палăртнă сумма  109,6 млн тенкĕне çити чакрĕ.

Мартăн 30-мĕшĕнче çак подряд организацийĕсемпе çулсене юсассипе килĕшÿсем турăмăр. Вĕсемпе килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсене кăçалхи августăн 31-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă.

Çакна та каласа хăварас килет. Çитес çул валли асăннă программăна «Тораево-Сура» юсассине кĕртсен питĕ вырăнлă пулмалла. Район администрацийĕ ку ыйтупа та ĕçлет.

Калаçăва вĕçленĕ май вара район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев районта пурăнакансене çакăн çинчен аса илтерчĕ:

-   «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» программăпа кăçал туса ирттермелли ĕçсене халăхпа сÿтсе явма  йышăннă. Çакă пысăк калăпăшлă ĕçсене тунă чухне çынсен шухăш-кăмăлне, сĕнĕвĕсене шута илме  май парать. Асăннă мероприяти апрелĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче 10 сехетре пуçланать. Унта кăмăл пуррисене пурне те хутшăнма чĕнетпĕр, уйрăмах çÿлерех асăннă çулсем çывăхĕнчи ялсенче  пурăнакансем унта хутшăнасса шанас килет.

-Тавах, Ростислав Николаевич, калаçушăн.

Л. Павлова калаçнă.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика