казенное учреждение Чувашской Республики "Центр занятости населения Шемуршинского района" Министерства труда и социальной защиты Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Новости » Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем матери

10:48 26 ноября 2016 г.

Хаклă хĕрарăмсем!

Сире Амăшĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Анне — чи çывăх та тăван çын, чи уçă та шанчăклă юлташ тата пирĕн пурнăçри чи хисеплĕ çын.

Çак уяв кунĕнче амăшĕн савăнăçне туйнă, чи лайăх çулĕсене ачисене воспитани пама уйăрнă мĕнпур хĕрарăма тав тăватпăр.

Анне пуласси — йывăр ĕç тата калама çук пысăк яваплăх. Кашни амăшне тăванĕсемпе çывăх çыннисен тĕревĕ, патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ.

Çĕршыв ертӳçисем, Чăваш Ен Правительстви пирĕн хĕрарăмсен ыранхи кунпа çыхăннă шанăçне çирĕплетмешкĕн пур енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ. Çакă — социаллă пурнăçпа экономикăна аталантармалли, сывлăх сыхлавĕн тытăмне тата вĕрентĕве çĕнĕ шая çĕклемелли, ача çуратассине хавхалантармалли программăсен тĕллевĕ.

Республикăра ача амăшĕпе ачалăх институтне патшалăх енчен пулăшассине туллин тивĕçтеретпĕр. Кăмăл-сипет никĕсне тата çемьен йăлана кĕнĕ хаклăхне упраса хăварас енĕпе тимлĕх пушшех пысăк, вĕсем обществăпа политика тăнăçлăхĕн никĕсĕ пулса тăраççĕ. Çемье институтне çирĕплетес енĕпе тĕллевлĕн ĕçлетпĕр.

Библири тĕп халалсенчен пĕринче çапла каланă, "Хăвăн аçуна тата аннӳне хисепле". Чăвашсен ваттисен сăмахĕ те пур: "Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере". Çывăх çынсене юратсан кăна çынлăха упраса хăварма, тĕнчене лайăхлатма пулать. Çемье йăлисене пирĕн ăруран ăрăва куçарса пымалла, хамăрăн аннесемпе аттесен чикĕсĕр юратăвне тивĕç пулмалла, вĕсен пирĕнпе çыхăннă шанăçне тӳрре кăлармалла.

Вĕсем йăх никĕслевçисем, çын аталанăвĕн тĕревĕпе хăвачĕ пулнине кура амăшĕпе ашшĕн ят-сумне çĕклесси — питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Шăпах çавăнпа общество организацийĕсен пуçарăвĕсене шута илсе 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тума йышăнтăмăр.

Çак уяв кунĕнче хĕрарăмсене пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, çемьере ырлăх, чи пысăк ĕмĕтсене пурнăçлама сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                      М.Игнатьев

Отдел казенного учреждения Чувашской Республики "Центр занятости населения Чувашской Республики Министерства труда и социальной защиты Чувашской Республики в Шемуршинском районе

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика