Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Тăван чӗлхесӗр – чăн-чăн пӗлӳ çук» фестиваль - конкурс иртрĕ

14:19 24 апреля 2025 г.

Шкул ачисен тата вӗрентекенсен пултарулăхне тупса палăртас, вӗрентекенсен паха  опытне  сарас, чăваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тӗллевпе  Чăваш чӗлхи кунне тата Тӑван ҫӗр-шывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа ака уйăхӗн 24 – мӗшӗнче муниципалитет шайӗнче «Тăван чӗлхесӗр – чăн-чăн пӗлӳ çук» пултарулăх  конкурсӗ иртрӗ.

Жюри текста тӗп-тӗрӗс ăнланнине кăна мар, çавăн пекех текста  сăнарлă тата пӗлтерӗшлӗрех тытăма, шала кӗрсе кайнине, сăмах çаврăнăшӗн пӗлтерӗшне, эстетика, ăс-хакăл, кăмăл-туйăм тӗлӗшӗнчен витӗм кӳме пултарнине хакларӗ.

Чăннипех те чăн – чăн уяв пулчĕ ку мероприятии. Ачасем чăваш тумĕсемпе пĕрин хыççăн тепри чуна тыткăна илмелле сăвăсем вуларĕç.

 Конкурса виçĕ çуллăх категорийӗпе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденийӗсен 5-11 класӗнче вӗренекенсем тата чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем хутшăнчӗç.

Чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем  тӗрлӗ номинацире тупăшрӗç:

«Юбиляр тĕпелĕнче» номинацире  Кириллова Э.Н.  (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ) çӗнтерӳçӗ пулчӗ, иккӗмӗшпе виççĕмĕш вырăнсене Григорьева З.Н. (Тăрмăш шкулӗ), Филиппова Н.К. (Чутей шкулĕ) йышăнчӗç.

«Урок методики» номинацире Григорьева З.Н. (Тăрмăш шкулӗ) пӗрремӗш,  Николаева И.Н. (Тăвай шкулӗ), Степанова Г.А. (Тăвай шкулӗ) – иккӗмӗш,  Морякова Л.П. (Тушкил шкулĕ) – виççӗмӗш вырăнсем йышăнчӗç.

 «Клас тулашĕнчи ĕç» номинацире Кириллова Э.Н.  (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ) – пӗрремӗш вырăн; Ярмулина Д.Н. (Нăрваш шкулӗ) –иккӗмӗш, Александрова С.И. ( Элпуç шкулӗ) -  виççӗмӗш пулчӗ.

Шкул ачисем хушшинчи тытăçу та хӗрӳллӗ пулчӗ. Вӗсем хăйсен пултаруллăхӗсене «Аслă çĕнтерӳшĕн», «Ялан янра тăван чĕлхе» номинацисенче кăтартрӗç.

Жюри членӗсем пӗр шухăшлăн пулса пӗрремӗш вырăна Данилов А. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.),  Степанова М. (Тăвай шкулӗ, вӗрентекенӗ - Степанова Г.А.), Петрова А. (Тушкил шкулĕ, вӗрентекенӗ – Морякова Л.П.), Петров Е. (Тăрмăш шкулĕ, вĕрентекенĕ – Григорьева З.Н.),  Казакова Я. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.), Максимова К. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.), Степанова Д. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.),  Васильева К. (Тăрмăш шкулĕ, вĕрентекенĕ – Григорьева З.Н.) йышăннине палăртрӗç.

Ҫӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр, вӗренӳре, ӗçре тата кулленхи пурнăçра çитӗнӳсем тума сунатпăр.

Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика