Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сочинени конкурсĕн çĕнтерӳçисене саламлатпăр

14:54 08 октября 2024 г.

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ чăвашла сочиненисен конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Кăçалхи конкурса Раççейри кил-йыш çулталăкне тата Чăваш Енри экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курнин çулталăкне халалланă. Çавна май конкурса хутшăнакансен сочинени çырма икĕ темăран пĕрне суйласа илме май пулчĕ: «Çемье – шанчăклă тĕрек», «Планета пуласлăхĕ – пирĕн алăра».

Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 9-11-мĕш классенче вĕренекен 28 ача хутшăнчĕ. Жюри ĕçсене пăхса тухса çĕнтерӳçĕсене палăртрĕ.

Конкурс çĕнтерӳçисем иккĕшĕ те Тăвай муниципалитет округĕнчи шкулсенчен пулчĕç: Васильева Ксения (Тăрмăш вăтам шкулĕ, 9 класс), Денисов Николай (Тушкил вăтам шкулĕ, 11 класс).

Призёрсен шутне 9-мĕш классен хушшинче Степанова Юлиана (Тăвай округĕн Тăрмăш шкулĕ) кĕчĕ. 

Çĕнтерӳçĕсемпе призёра,  вĕсен ертӳçисене пысăк çитĕнӳ тунă ятпа саламлатпăр! Малашне те сире хавхаланса ĕçлеме вăй-хал сунатпăр. 

Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика