16:29 24 апреля 2024 г.
Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне, Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне тата Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Акцие шкул ачисемпе вěрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчě. Пурě 134 çын диктант çырса хăйсем чăваш пулнине палăртни савăнтарчĕ.
Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики