Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2024» ҫырма хатӗрленетпӗр

11:42 09 апреля 2024 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри 2024 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланӑ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2024» вӗренӱ  акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗн конкурсне ирттерет.

Конкурсӑн тĕп тĕллевĕ – экологи культурипе çут çанталăка перекетлес тата ҫемье хаклӑхне ҫирӗплетме пулӑшакан çивĕч ыйтусене хускатнă илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси.

Конкурс кĕретсӗр иртет. Конкурса хутшăнакансен 

https://forms.yandex.ru/u/66015263eb614606cf4761b3/ ссылкăпа ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен экологи культурипе çут çанталăка перекетлес тата ҫемье хаклӑхне ҫирӗплетме пулӑшакан çивĕч ыйтусене хускатнă текст ярса памалла.  Текстра 130-150 сăмахран ытла  пулмалла мар.

Конкурса хутшăннисен ӗҫӗсене тишкерсе «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцире çырма пĕрне суйласа илеççĕ. Конкурса хутшăннисене сертификат параççĕ, çĕнтерÿçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тÿлевсĕр çырăнтараççĕ.

Конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисемпе призерĕсен списокне Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн сайтне https://chrio.rchuv.ru/  лартаҫҫӗ.

Конкурса йĕркелекенсемпе çыхăнмалли информаци: тел/факс – 8 (8352) 58-38-44; 89656855587.

Пурне те конкурса хутшăнма йыхравлатпăр!

Конкурс положенийĕпе вĕренÿ институчĕн сайтĕнче паллашма пултаратăр.

Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика