Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Театра юратакансен уявĕнче

13:12 13 апреля 2018 г.

   Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче Раççейри театр премийĕн “Ылтăн маска” “Театр искусствине аталантарас тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсемшĕн” номинацие тивĕçнĕ лауреатсене - вĕсен йышĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артисткине Вера Кузьминана та - Мускаври Пысăк театрта чысланă. Хăйсен пурнăçне искусствăпа çыхăнтарнă Раççейри вун икĕ сумлă ĕçчен хушшинче пирĕн районти Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Вера Кузьминичнан ячĕ сумлăн янăранă. 70 çул ытла театрта ĕçлесе çĕр-çĕр сăнар калăпласа куракансен юратăвне, пысăк чыс-сумне тивĕçнĕ вăл.
    Унăн çуралнă ялĕнче паллă ентеше халалласа шÿтлĕ спектакльсен фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Пĕчĕк постановкăсем жанрĕпе тĕрлĕ енлĕ пулнă. Театр уявне сцена хуçисем вырăнти авторăн, халăх театрĕн режиссерĕн Зоя Васильеван “Раздражать туса çÿреççĕ” камичĕпе уçнă. Унта вылякансем - Татьяна Пуршпа Надежда Петрова - малтанхи самантранах зала тыткăнланă. Сăнарсем тăрăх куракансенчен хăшĕсем, тен, хăйсене те палласа илнĕ пулĕ.
Тăрмăшри “Шуçăм” театр коллективĕн членĕсем  (ертÿçи Елена Матросова) икĕ пĕчĕк шÿт хатĕрленĕ. Сиенлĕ йăласем сывлăхшăн тăшман пулнине ĕнентерÿллĕн кăтартса панă вĕсем. Лачкассинчи Венера Николаева ал-ĕç ăсти çеç мар, сăвă вулас ăсталăхĕпе те залра ларакансене килентернĕ.
    Енĕш Нăрвашри халăх театрĕн артисчĕсем - Татьяна Кузнецова, Станислав Иванов, Владимир Петров, Вячеслав Ефимов, Любовь Максимова, Галина Русская, Светлана Иванова, Надежда Никитина “Логопед”, “Качака таки”, “Нуша кулач çитерет” спектакльсенче тĕрлĕ сăнарсене ĕнентерÿллĕн калăпланă. Илемлĕ чăваш юрри-ташшипе уява пуянлатнă.
    Зоя Васильева халăх театрне ертсе пыракан кăна мар, сăвă-юрă çыракан та, юрлакан та... Ку хутĕнче вăл театрăн çамрăк артисткипе Анастасия Павловапа конферансье “рольне” ăнăçлă пурнăçланă. Сăмах май, Анастасия ялти халăх театрĕ çумĕнчи «Путене» ача-пăча театр студийĕнче чи маттуррисенчен пĕри. «Нуша кулач çитерет» премьерăпа вĕçленĕ Енĕш Нăрвашри сцена ăстисем фестивале.
   Централизациленĕ клуб системин директорĕ А.Алексеева театра юратакансене культура пурнăçне аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе тав хучĕсем панă.

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Первоисточник: Газета «Ял ecченe»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика