Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Енẽш-Нảрваш халảх театрẽн творчество юбилей каçẽ

11:34 27 марта 2017 г.

Пуш (мартуйӑхн 25-мшнче Енш-Нрвашри халӑх театрн творчесто юбилейне паллả тума ял-йыш культура çуртне пухнчẽ.

1972 çулта Чваш Республикин тава тивçлẽ культура ẽçченẽ Н.А Шутов тảрảшнипе ялта драмкружок йркеленет. Миçе сảнар калảпласа куракансене савảнтарман-ши драмкружок артисчẽсем. Республика тулашẽнчи ялсене те тухса çỹренẽ вẽсем. Паллах, тảрảшни сая кайман. 1987 çулхи пуш уйӑхẽн 26-мẽшẽнче Н.Айзман пьеси тӑрӑх лартнӑ "Кай, кай Ивана" комедишẽн «халảх театрẽ» ята параççẽ. Театрảн чи пẽрремẽш режиссерẽ Г.В. Абржин пулать, художник-постановщикẽ - С.Г. Димитриев. Кảçалхи çул вара театра пуçарса яни 45 çул, «халảх театрẽ» ятне илнẽренпе шảп та 30 çул çитрẽ.

Уяв программи «Кай, кай Ивана» спектакльти сыпӑксемпе  пуҫланчӗ. Çакна та палӑртса хӑвармалла: тӗп рольсенче 30 ҫул каялла спектакльте хутшӑннӑ артистсемех вылярӗҫ (Алина Федорова - Вẽçелис, Мая Арестова - Наçтаç, Ю.Арестов - Йảкảнат, Светлана Данилова - Праски, Светлана Михайлова - Марук, Владимир Петров - Хветẽр). Туй арảмẽсем: Валентина Майраслова, Зинаида Семенова, Зоя Герасимова. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ҫулсенче лартнӑ, халӑха килӗшекен спектакльсен сыпӑкӗсене те курма май килчӗ.

Уява халảх театрẽн режиссерẽпе художник-постановщикẽ - Зоя Васильева тата Вячеслав Ефимов питӗ ӑста ертсе пычӗҫ. Саламлама килекенсем те сахал мар пулчӗҫ: Енẽш-Нảрваш ял администрацийӗн пуҫлахӗ Р.А. Егоров, Тảвай район администрацийẽн пуçлảхẽ В.А. Ванерке, СССР халảх артистки В.К.Кузьмина, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗн театр искусствин методисчӗ В.Н. Григорьев, Чảваш халảх артистки А.Н. Кутузова, «Чảваш Ен» телерадиокомпанийẽн продюсерẽ В.Н. Дмитриев, «Аксар» студин пуçлảхẽ А.В. Иванов, «Ял ẽçченẽ» хаçат редакторẽ А.А.Никитина, Чảваш халảх артисчẽ, юрảç М.П. Федоров, районти культура çурчẽн ертӳçи А.Ю. Алексеева, «Тảвай Ен» ушкảн тата халảх театрẽн режиссерẽ Н.О. Никифорова, «Тảрмảш» халảх фольклор ушкảнẽ.

Культура çурчẽ çумẽнчи «Тẽпел», «Сарпи» ушкảнсем те хӑйсен тус-тантӑшӗсене саламлама килсе ҫитрӗҫ. Халӑх театрӗн артисчӗсем Г.В. Русская, Т.В. Пурш, Л.В. Максимова тẽрлẽ спектакльти сыпảксенче питӗ ӑста вылярẽç.

Чảваш Республикин тава тивẽçлẽ культура ẽçченẽ Н.А. Шутовảн мảшảрẽ Зинаида Петровна сảмах илсен вара куракансен куçẽсем шывланчẽç. Паллах, театра пуçарса яраканẽ, ảста организатор Николай Андреевич уявра пирẽнпе пẽрле пулайманшảн шел.  Г.В. Абржинпа иккẽшẽн кунçулẽ питẽ кẽске пулчẽ... Вẽсем ялан халảх асẽнче пулẽç, эпир вẽсене нихảçан та манмảпảр.

Уява пухӑннисем  халӑх театрӗн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ, кунта тӗрлӗ ҫулсенче вылянӑ артистсене аса илчӗҫ. Паянхи кун та ҫак театрта чунне парса ӗҫлекен артистсен пултарулӑхӗпе савӑнчӗҫ. Сцена ҫинче «Путене» студин ҫамрӑк артисчẽсем выляни  пурне те савӑнтарчẽ, театрӑн малашлӑхӗ пурри вара — куҫкӗретех...

Хӑнасем  театр артисчӗсене саламласа ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ. Артистсене тав ҫырӑвӗсем, хисеп грамотисем парса чысларӗҫ.

Виçẽ сехете пынả твочество каçẽ вẽçленсен те куракансем килẽсене саланма васкамарẽç, ура çине тảрса нумайччен артистсене саламласа тảвảллảн алả çупрẽç.

Çак уява ирттерме пулảшнả спонсорсене: «Васильч» (А.Бикинина), «Для Вас» (В.Филиппов), «Николаевский» (Л.Николаева), «Чайка» (Софроновсем), «Арман» кафе (Васильевсем), «Красная Чувашия» хуçалӑх (Н.Ильбеев, Д.Семенов), райпо (В.Федоров), С.Михайлована, А.Печкова  тата  Надеждапа Евгений Даниловсене - тав сảмахẽ каласа хảварас килет.

 

Автор: З.Васильева, режиссер народного театра

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика