Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Учительсен çемйи

12:56 09 марта 2017 г.

2017 çул Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май Енĕш Нăрваш шкулĕнче ĕçлекен Майрасловсемпе паллаштарас килет.
Сăмахăма аслă ăру çыннисенчен пуçламалла пулĕ. Кил-йышĕ те, ялта пурăнакансем те вĕсене паян кунччен ырăпа асăнаççĕ. Çемье пуçĕ Сергей Петрович - 1918 çулхи, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ. Педагогикăри ĕç стажĕ 46 çул пулнă. Математика, физика учителĕ-нче тата директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. “Чăваш АССР шкулĕ-сен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ. “Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ” знакпа та чысланă ăна.
Мăшăрĕ Александра Васильевна (1919 çулхи), Çĕнçырмара çуралса ÿснĕ. 1936 çултанпа Енĕш Нăрваш шкулĕнче кĕçĕн классене тата историпе чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, ĕç стажĕ 35 çул унăн. Ăна ĕçри çитĕнÿсемшĕн “ЧАССР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ”, “РСФСР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ятсене, “Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ” знак панă. Упăшкипе иккĕшĕ те “Ĕçри хастарлăхшăн”, “Ĕçре палăрнăшăн” медальсене (1949 ç.) тивĕç пулнă.
Сергей Петровичпа Александра Васильевна Майрасловсем 5 ача пăхса ÿстернĕ. Николай ывăлĕ шкула ылтăн, Полина хĕрĕпе Петр ывăлĕ кĕмĕл медальсемпе вĕренсе пĕтернĕ, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илнĕ.
“Улми йывăççинчен аякка ÿкмест”, - теççĕ халăхра. Майрасловсен çемйишĕн те вăл çаплах пулчĕ. Валентинăпа Михаил Майрасловсем те вĕрентекенсем пулса тăнă, тăван района математика учителĕнче ĕçлеме килнĕ. 
Малалла сăмахăм ашшĕ-амăшĕн килĕнче тымар янă Михаил Сергеевичпа унăн çемйи çинчен пулĕ. М.С.Майрасловăн ĕç биографийĕ Тăрмăш шкулĕнчен пуçланнă. Унтан Енĕш Нă-рваш шкулĕнче математика, информатика учителĕ-нче вăй хурса, педагогика ĕçĕнчи стажĕ 39 çула çитнĕ. 1997 çулта ăна “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” ят панă. Вăл - аслă категориллĕ учитель. 2004 çулта РФ вĕренÿ министерствин Хисеп грамотине те тивĕç пулчĕ Михаил Сергеевич.
Надежда Петровна - Комсомольски районĕн хĕрĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче филологи уйрăмне вĕренсе пĕтернĕскере Енĕш Нăрваш шкулне направленипе янă. Çавăнтанпа, 35 çул ĕнтĕ, ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, I-мĕш категориллĕ учитель. Ĕçне кура - ят-сумĕ те. Мăшăрĕ пекех тăрăшуллă хĕрарăма та “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ят, РФ вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине парса чысланă. 
Тишкерсе пăхатăн та тĕлĕнетĕн, çемье династийĕ-нчи педагогикăри ĕç стажĕ 160 çулпа танлашать. Пĕр çемьерен кăна “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем” тăваттăн. Тăвай тăрăхĕнчи вĕрентекенсен çемйисенче ун пекки урăх çук та пулĕ. Тен, республикăра та;
Майрасловсен ачисем пирки сăмах хускатсан çакна каласа хăварни те вырăнлă. Аслă хĕрĕ Полина “Элара” заводра опытлă конструкторсен сектор пуçлăхĕнче ĕçлет, Валентина - “Фистек” фирма программисчĕ. Александр Мускаври электрон техникисен институтĕнче 6-мĕш курсра вĕренет, алла 2-мĕш специальноç илет. Сăмах май, Полинăпа Саша вăтам шкула ылтăн медальсемпе пĕтернĕ. Валя 9 класс хыççăн университет çумĕнчи гимназире ăс-тăнне ÿстернĕ. Питĕ лайăх вĕренсе “ылтăна” тивĕçнĕ.
Юлашкинчен çакна та каламалла, Енĕш Нăрвашра çавăн пек пултаруллă тата хăйсен ачисене аслă çул çине кăларса тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен çемьесем сахал мар. Вĕсем пирки те Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче малашне сăмах пуçарăпăр-ха.
В.ПЕТРОВ.
Енĕш Нăрвашри музей заведующийĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Майрасловсен çемйи.

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Первоисточник: Газета Ял ecченe

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика