Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асăну хăми уçнă

12:50 13 сентября 2016 г.

2016 çул - Ĕç çыннин çулталăкĕ. "Ял ĕçченĕ" хаçатра тĕрлĕ сферăсенче ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ çынсем çинчен статьясем пичетленсе пыраççĕ.

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче "Красная Чувашия" колхозра 30 çула яхăн (1957-1986 ç.ç.) председательте ĕçленĕ Василий Данилович Данилов пурăннă пỹрт умне асăну хăми вырнаçтарнă. Унта В.Д.Данилов хуçалăх ертỹçинче вăй хунă çулсене тата ĕçри çитĕнỹсемшĕн тивĕçнĕ наградăсен ячĕсене çырса хунă.

Асăну хăми уçнă çĕре ял администрацийĕн, "Красная Чувашия" ЯХПК ĕçченĕсем, шкул тата культура системинче тăрăшакансем, унăн ывăлĕсемпе çывăх тăванĕсем, ял-йыш йышлăн пуçтарăннă. Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.А.Егоров, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке, агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен Союзĕн районти уйрăмĕн ертỹçи М.Я.Яковлев, ашшĕ пекех "Красная Чувашия" колхоз председателĕнче ĕçленĕ А.В. Данилов, хальхи вăхăтра хуçалăх ертỹçинче тăрăшакан Н.В.Ильбеев, З.В.Васильева культура ĕçченĕ, ялти историпе асăну музейĕн директорĕ В.В.Петров сăмах каларĕç. Василий Даниловăн пурнăç çулĕ чăннипех те мухтавлă та пархатарлă. Трактористра е трактор бригадин бригадирĕнче, е колхоз председателĕнче ĕçленĕ - пур çĕрте те тивĕçĕсене çỹллĕ шайра пурнăçласа пыни çинчен ырăпа аса илчĕç. "Красная Чувашия" колхоза районта кăна мар, республикăра та малтисен шутне кĕртме пултарнă, шкул, культура, спортпа физкультура ĕçĕсене те ăнланса, яланах пулăшма тăрăшнă вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ Василий Даниловича ĕçри çитĕнỹсемшĕн Ленин (1971 ç.), Хисеп Палли орденĕсем (1966 ç.), "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ" хисеплĕ ят (1975), ВДНХан кĕмĕлпе бронза тата 14 медаль парса чысланă. Хаяр вăрçă çулĕсенче III степеньлĕ Мухтав тата Аслă Отечествăлла вăрçăн II степеньлĕ орденĕсемпе наградăланă.

 

Автор: В.ПЕТРОВ.

Первоисточник: Газета "Сельский труженник"

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика