Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Токсинăн мăнукĕ - Енĕш Нăрвашра

10:29 26 июля 2016 г.

Çуллахи кунсенче Енĕш Нăрваша тăванĕсем патне е тĕрлĕ çĕртен выпускниксем хăйсем вĕреннĕ шкула юлташĕсемпе тĕл пулма пуçтарăнаççĕ. Вĕсем вара час-часах ялти музее çитсе курма кăмăл тăваççĕ.

Акă кăçалхи çу кунĕсенче 1972, 1976, 1991 çулсенче шкултан вĕренсе тухнисем музейра пулчĕç, хăйсем вĕреннĕ пỹлĕмсене кĕрсе шкул çулĕсене аса илчĕç, тĕрлĕ альбомсемпе стендсене тишкерчĕç. Кашнинех çуралнă ялта çакăн пек хăтлă музей пурришĕн кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Кунта упранакан экспонатсене В.К.Ситянов тата Л.Н.Ситянова учительсем те пысăк хак пачĕç. В.В.Анисимов учитель-пенсионер музее хăйĕн тăванĕсемпе пĕрле килчĕ. Кăçал та районти тĕрлĕ шкулсенчи лагерь ачисем Нăрвашри "аваллăх çỹпçипе" паллашрĕç, нумай çĕнĕлĕхе асăрхарĕç.

Иртнĕ кунсенче Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче ĕçлекенсем - Т.Н.Орлова, Н.А.Сельвестрова, Н.Г.Архипов хулари музейре Тăвай тăрăхĕнчи ĕç çыннисем пирки ятарлă курав хатĕрлеме чылай материал суйласа илчĕç.

Нумаях пулмасть вара Нăрвашра çуралса ỹснĕ Василий Иванович Токсинăн (Чăваш АССРĕн Совнарком председателĕнче ĕçленĕ) мăнукĕ Мария Павловна Угольник Енĕш Нăрваша тата музее килсе курма кăмăл турĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче БАМ стройкинче ĕçленĕ, унтах Нăрваш хĕрĕпе Ванда Петровна Егоровăпа паллашнă. Халĕ иккĕшĕ те пенсире вĕсем.

Мария Павловна аслашшĕ çинчен йĕркеленĕ стендпа, унăн кун-çулĕпе çыхăннă тĕрлĕ сăн ỹкерчĕксемпе тĕплĕн паллашрĕ. Музей йĕркелекенсене тав туса ăшă сăмахсем çырса хăварчĕ, çывăх вăхăтрах хăй те хăш-пĕр материалсене музее парнелеме кăмăл туни çинчен пĕлтерчĕ.

В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: (сулахайран иккĕмĕшĕ) В.И.Токсинăн мăнукĕ М.П.Угольник.

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика