Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тырра типтерлесе кĕртеççĕ

10:19 05 августа 2016 г.

"Ял ĕçченĕн" иртнĕ номерĕнче Кармалти В.Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче вырма пынă пирки çырса кăтартнăччĕ эпир. Уйра та, йĕтемре те тырпул пухса кĕртес ĕç, çанталăкĕ пекех, хĕрсе пыратчĕ. Йĕтемре те тырă кĕртетчĕç.

Йĕтемре тенĕрен, енĕшнăрвашсем те хастар ку енĕпе. Каçхине саккăрта пултăм вĕсем патĕнче - ĕçлеççĕ. Сортлакан звенона иртнĕ çулсенчи пекех пĕр улшăнмасăр Антонина Дмитриевна Николаева ертсе пырать. Вăл - иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнченпех йĕтем заведующийĕ. Йĕтем çинче йĕрке пурри, ĕçсен конвейерĕ чарăнса тăманни унран нумай килет. Унпа пĕрле Юлия Геннадьевна Майраслова, Ирина Петровна Спиридонова, Альбина Михайловна Моисеева, Елена Ивановна Андреева тăрăшаççĕ. Тарпа та ĕçпе пиçĕхнĕ вĕсем пĕрле. Петр Георгиевич Дмитриева та манса хăварас марччĕ. Халичченхи хастар комбайнер, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, тава тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та ахаль лармасть, йĕтемре маттур машиновед шутланать вăл. Вăл ĕçленĕ "Нива" комбайн çумне халь çамрăксем "çулăхнă" иккен.

Кĕрхи ыраша пĕтĕмпех типтерлесе кĕртнĕ кĕлете. Сутнă та, паллах. Халь тритикалене вĕçлесе пыраççĕ. Вăрлăха комбайнсем патĕнчен Андрей Николаев ГАЗ-53 машинăпа турттарса тăнă. Тухăç начар мар - пурĕ 224 тонна ытла тырă кĕни паллă ку таранччен. Вырма вара малалла вĕт-ха.

Çакă та лайăх: çĕнĕ тырра çуса тасатнă, дезинфекци туса сиенсĕрлетнĕ складсене кĕртеççĕ.

Йĕтемре, кунта ĕçлекенсем каланă тăрăх, хуçалăх ертỹçипе управлающи те, уй-хир ĕçĕсен технологĕ Виктор Анатольевич Шутов тĕп агроном та тăтăшах пулаççĕ.

И.ГЛАДКОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: йĕтемре ĕçлекенсен пĕр ушкăнĕ (сылтăмри - йĕтем заведующийĕ А.Д.Николаева).

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика