Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йăлана кĕнĕ уявра

12:59 03 июня 2016 г.

Ял витĕр юхса иртекен Улăм пĕрчи (Соломенка) юханшыв хĕрринче ĕçлесе пурăнаççĕ енĕшнăрвашсем. Пур халăхăнни пекех вĕсен те авалтан пыракан йăла-йĕркесем сыхланса юлнă. Ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăраççĕ вĕсем. Пушă вăхăтра канма та, вăхăта савăнăçлă ирттерме те пĕлеççĕ.

Иртнĕ кунсенче Çитак пĕви умĕнчи чи илемлĕ вырăна пуçтарăнчĕç колхоз ĕçченĕсем, ял халăхĕ, хăнасем акатуя паллă тума.

Чăваш гимнĕ янăранă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке сăмах илчĕ. Ĕçре чапа тухнисене ырларĕ, Григорий Васильевич Николаева "Ĕç ветеранĕн" удостоверенине пачĕ. Колхоз председателĕ Николай Викторович Ильбеев маттуррисене Хисеп грамотисемпе, парнесемпе хавхалантарчĕ. Хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене 1452 гектар çинче акса хăварнă. Пĕр çул ỹсекен курăксене 194 гектар, нумай çул ỹсекеннисене - 589, кукурузăна 75 гектар вырăн панă. Виçĕмкун курăк çулма тухнă. Культура ĕçченĕсем тĕрлĕ вырăнта вăй хуракансене саламласа юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.

Каярахпа спорт вăййисене хутшăнчĕç ял çыннисем. Командăсем тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарса пăшалтан персе тĕл лектерме тăрăшрĕç, канат туртрĕç, волейболла вылярĕç. Хĕрарăмсем те арçынсен командинчен юласшăн пулмарĕç. Ферма хĕрĕсем уйрăмах канат туртса хăйсен вăйне кăтартрĕç. Колхоз ертỹçине пулăшса пыракан Димитрий Валериевич Семенов спортпа туслă пулнине кăтартса пачĕ. Кире пуканĕ çĕклесе 1-мĕш вырăна тухрĕ, ытти енĕпе те пултаруллă пулчĕ. Çĕнтерỹçĕ командăсене укçан преми парса хавхалантарчĕç.

Уява пуçтарăннă халăха пурне те сĕтел хушшине шỹрпе çиме чĕнчĕç. Юрă-кĕвĕ уçланкăра каçченех янăрарĕ.

Л.ПАВЛОВА. Енĕш Нăрваш ялĕ.

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Первоисточник: "Ял ecченe"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика