Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Музей пуянланать

14:28 09 июня 2015 г.

Çимĕкпе Троицăра Енĕш Нăрваша таçтан та хăнасем килчĕç пулĕ. Музей алăкĕ уçă пулнă май, унта кĕрсе хăйсен тăванĕсем пирки ытларах пĕлес шухăшлă çынсем чылай пулчĕç. Калăпăр, Павел Николаев, Юрий Ефимов, Илья Николаев, Василий Кузьмин çемйисемпех çитрĕç.

Чăвашрадио сотрудникĕ Виктор Димитриев, Чăваш Республикин Аслă сучĕн сотрудникĕ Андрей Михайлов кĕске калаçусем ирттерме те кăсăклансах паллашрĕç экспонатсемпе. "Аксар" студи ертỹçи, А.В.Иванов художник хăйĕн картинисен куравне вĕçлерĕ. "Асанне тĕрри" картинине музея парнелесе хăварчĕ.

1975 çулта вăтам шкул пĕтернисен аттестат илнĕренпе 40 çул çитнĕ. Тĕл пулăва хăйсен пĕрремĕш вĕрентекенне З.К.Ефимовапа каярахпа класс руководителĕ пулнă А.А.Ефимова та чĕннĕ. Ушкăнпа музея та кĕрсе курма кăмăл турĕç. Хăнасем пирĕн ĕçе пысăка хурса хакласа тав сăмахĕсем çырса хăварчĕç. Çак кунсенче Енĕш Нăрвашри Н.А.Лазарев ĕлĕкхи çĕвĕ машини парнеленĕччĕ.

В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика