Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă поэтăмăр Константин Иванов 125 çул тултарнине халалланă.

12:15 28 мая 2015 г.

Ҫу уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125  çул çитнине  халалласа Енĕш-Нăрваш библиотекинче литературăпа музыка уявĕ иртрĕ.

Уява культура ĕçченĕсем, ял халăхĕ, шкулта вĕренекенсем хутшăнчĕç.  Шăхлич-шăпăр йыхравлă  сасси  янраса тăнă майăн илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă уява ертсе пыракансем Зоя Мижеевапа Зоя Васильева поэтăмăр кун-çулĕпе тата пулатулăхĕпе паллаштарчĕç. Шкул ачисем «Нарспи» поэмăри сыпăксене вуларĕç, Нарспипе Сетнер валак патĕнчи тĕл пулăвне Гурьев Николайпа Пурш Елена пите чуна тивмелле выляса кăтартрĕç, культура ĕçченĕсем К.Иванов çырнă ытти  хайлавсенчи сăнарсене çутатса пачĕç. «Икĕ хĕр» юмахри суяпа элеке çиеле кăларнине питлерĕç. «Тимĕр тылă» халапри усал карчăк хаярне пула çамрăк кинĕн ĕмĕрĕ татăлни çинчен.

Мероприяти вĕçĕнче пурте юратнă поэтăмăр К.Ивановăн сăввисене вуласа  пама кăмăл турĕç. Уяв каçĕ «Нарспи» поэмăри сыпăка пурте пĕрле пăхмасăр каланипе вĕçленчĕ.

Автăр: З.Мижеева, библиотека ĕçченĕ

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика