Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш наци конгресĕн Тăвай енри уйрăмĕн членĕсем активлă ĕçлеççĕ

08:43 20 мая 2015 г.

Чăваш наци конгресĕн Тăвай енри уйрăмĕн членĕсем литература çулталăкĕнче ларма-тăма пĕлмеççĕ, тесен те йăнăш мар. Тĕрлĕ тĕллевсем пурнăçа кĕр-теççĕ вĕсем чăвашлăха çирĕплетсех пырассишĕн тимлесе, ларусенче тивĕçлĕ сĕнỹсем парса активлăх кăтартаççĕ. Нумаях пулмасть ЧНК районти уйрăмĕн председателĕ Анатолий Кириллов ертсе пынипе Шупашкарти усăллă çул çỹревре пулнăччĕ вĕсем. Иртнĕ эрнере вара 450 çул тултарнă Енĕш Нăрваш историйĕпе, унта пурăнакансен йăли-йĕркипе, ял çыннисен культурипе, çĕр çыннисем тăван чĕлхене епле хисепленипе вырăна тухса паллашрĕç.

Чăвашлăхшăн тăрăшакансене Енĕш Нăрвашри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Петров, историпе асăну музейĕн заведующийĕ Владимир Петров, шкул директорĕ Галина Степанова ырă сунса кĕтсе илчĕç.

Виталий Васильевич ялсенчи çĕр ĕçченĕсен харсăрлăхĕ пирки каласа пачĕ, вĕсем кулленхи йĕркене çирĕп пăхăнса пурăннине палăртрĕ.

"Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать, мĕншĕн тесен вăл ăна ĕмĕрсем тăршшĕнче, тĕрлĕ йывăрлăхсене тỹссе, аталантарса, ỹстерсе пынă. Чĕлхе çынсене сăмахлăх, юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ, йăла-йĕрке урлă пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнма пулăшнă", - тесе пуçларĕ калаçăвне Галина Федоровна.

Вăл шкулта чылайранпа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Çавăнпа çакăн пирки сăмах пуçарчĕ ĕнтĕ.

Тăван чĕлхепе калаçса эпир хамăр шухăш-туйăма палăртатпăр, чуна уçатпăр, кăмăла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мăн асаттесемпе асаннесен тертлĕ пурнăçĕ çинчен аса илтерсех тăрать, пуласлăхăмăр пирки шухăшлаттарать. "Тăван чĕлхе - халăх аваллăхĕ, тăван чĕлхе - халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ", - тенĕ Г.Н.Волков академик та.

Енĕш Нăрвашри шкул директорне Г.Степанована юлашки çулсенче чăваш чĕлхи урокĕсене сахаллатса пыни пăшăрхантарать. Ачасене çакнашкал лару-тăрура тăван чĕлхепе тарăн пĕлỹ пама çăмăл мар ĕнтĕ. "Малашне тăван чĕлхемĕр хамăр ывăл-хĕрсемшĕн чи çывăххи, пуянни пултăр тесе вăй хурар", - çакнашкал пĕтĕмлетỹ те турĕç пухăннисем.

Пĕлтĕр районти "Чи лайăх музей" тупăшура Енĕш Нăрвашри историпе асăну халăх музейĕ çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Унăн заведующине В.Петрова Хисеп грамоти, кубок, укçан преми, музыка центрĕ парса хавхалантарнă. Владимир Васильевич тата "ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă.

Кунти историпе асăну музейĕ - чăвашсене çутта кăларассишĕн вăй-халне шеллемен Иван Яковлевич Яковлев уçнă шкулта. Пĕр хутчен кăна мар пулнă асăннă учрежденире, кашнинчех çĕннине, кăсăклине пĕлетĕн вара унта.

Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине уявларăмăр çак кунсенче. Çавна май Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕнчи паттăр салтаксене халалланă уйрăмра экспонатсем татах хушăннă. Хыпарсăр çухалнă Василий Данилович Волков салтак юлашкийĕсене тупнă ак, Калуга облаçĕнчи шыравçăсем, унти тăванла масара чысласа пытарнă иккен ăна.

Салтак юрри юрласа та савăнтарчĕ пире юлашкинчен Владимир Васильевич Петров.

Эпир ăна интереслĕ калаçушăн тав турăмăр, кĕнеке çине ăшă сăмахсем çырса хăвартăмăр, çывхаракан уявпа - музей кунĕпе саламларăмăр. Вăл пире ялти салтаксем çинчен калакан, нумаях пулмасть пичетленĕ вырăсла кĕнекине парнелерĕ.

Енĕш Нăрваш ялĕнче курмалли сахал мар. Чăвашсен халăх художникĕ, ЧАССР тава тивĕçлĕ деятелĕ Моисей Спиридонович Спиридонов 1890-1981 çулсенче пурăннă çуртра пултăмăр. Унта ялти вăтам шкулти кĕçĕн классене пĕлỹ панă, каярахпа районти музейсен ĕçĕсене йĕркелеме пулăшнă, 1990 çулхи декабрьтен Енĕш Нăрвашри историпе асăну халăх музейĕн директорĕнче вăй хунă, тăххăрмĕш теçетке ваклакан Ольга Ильинична Меркурьевапа тĕл пултăмăр. Вăл Моисей Спиридонович, Павел Меркурьевич художниксен пултарулăхĕсем çинчен сăмах пуçарчĕ, хăш-пĕр ỹкерчĕкĕсемпе паллаштарчĕ. ЧНК районти уйрăмĕн членĕсен ыйтăвĕсем çине те кăмăлласах хуравларĕ çутă ĕмĕтлĕ хĕрарăм.

Чăвашсем ĕлĕкех ялти масарсене тирпейлесе тăнă. Эпир те ĕмĕрлĕхе тепĕр тĕнчене кайнисене сума суса пуç тайрăмăр, енĕшнăрвашсем вилтăприсене мĕнле упранипе, масар тирпейлĕхĕпе кăсăклантăмăр. Ытти ялсенчи чăвашсем çак сăваплă тивĕçе мĕнле пурнăçа кĕртнипе те интересленĕпĕр малашне.

"Упа кĕтесĕ" ятлă канупа турист базине таврара кăна мар, ытти районсемпе хуласенче те аван пĕлеççĕ. Кун йĕркинчи юлашки ыйтăва пăхса тухнă май эпир унталла çул тытрăмăр.

Енĕш Нăрвашра çуралса ỹснĕ Сергей Николаевич Дмитриев предприниматель йĕркелесе пырать иккен базăри ĕçсене. Ялтан самаях инçе, колхоз сачĕ пулнă вырăнта уçнă асăннă предприятине. Унта çити асфальтлă çул хывма никĕсне хăпартса хатĕрленĕ те кăçал.

Хура, шурă мунчасем, çĕр каçмалли çуртсем, çут çанталăк илемĕпе киленмелли вырăнсем, сауна тата ытти те пур кунта. Канма килекенсем нумайлансах пыраççĕ иккен. Юбилейсемпе туйсене, çуралнă кунсене ирттереççĕ. Квадрациклсемпе, хĕлле йĕлтĕрсемпе, "Буран" снегоходпа ярăнма кăмăл тăвакансем те тупăнаççĕ. Çуртсене электроэнерги вăйĕпе хутса ăшăтнине пĕлтĕмĕр.

"Упа кĕтесĕ" базăра та чăвашлăха палăртма тăрăшни сисĕнчĕ. Пĕр çурт айккинче çăпатасем, лаша хатĕрĕсем çакăнса тăраççĕ, картасене ĕлĕкхи пек çатанран тунă, картлашкасем - йывăçран. "Юмах тĕнчинче пуль эпир? Ял çыннин те çакнашкал чаплă база пулать-ши вара?" - тĕлĕнет пирĕнтен пĕри.

Тăван халăхăмăрăн йăлипе кĕçех пире сĕтел хушшине йыхравларĕç. "Чăвашсем хăнисене чысламасăр, вĕсемпе тăванла пỹплемесĕр нихăçан та кăларса яман. Пирĕн пата килекенсене эпир яланах хавас, вĕсен кăмăлне тивĕçтерессишĕн тăрăшатпăр, пурне те ырă сунса кĕтетпĕр", - тесе ăсатрĕç пире районти "Упа кĕтесĕ" канупа турист базинче вăй хуракансем.

А.НИКИТИНА.

Первоисточник: АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ecченe»

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика