Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Электрооборудованипе тимлĕ пулмалла

14:34 11 ноября 2014 г.

Электрооборудованири кĕске замыкание, электричество вăйĕпе хĕрекен приборсен юсавсăрлăхне тата вĕсемпе усă курмалли хăрушсăрлăх правилисене пăснине пула çуллен сахал мар пушар тухать. Вĕсен сăлтавĕсене тишкерни çакна кăтартса панă: пушарсенчен ытларахăшĕ электрооборудование тĕрĕс мар вырнаçтарнинчен тата пĕлсе усă курманнинчен килнĕ. Арçынсенчен чылайăшĕ хăйсене электротехника енĕпе пысăк специалист тесе шутлать, çавăнпа килти электросете хăйне май улăштарса йĕркелеме тăрăшать, ал айне лекнĕ хатĕрсемпе электроплиткăсем ăсталать, "козелсем", "жучоксем" тăвать. Асăннă япаласем çиелтен пăхма çеç нимех те мар пек, нимĕнле хăрушлăх та кăларса тăратас çук пек. Анчах часах-и е каярах, вĕсем _ пĕлсе çыхăнтарман япаласем, тĕрĕс мар суйласа илнĕ кабель, харпăр хăй тĕллĕн тунă предохранительсем - пушар инкекĕ патне илсе çитереççĕ.

Çавăнпа та ĕнтĕ пушар хуралĕнче ĕçлекенсем вут-кăвар хăрушсăрлăхĕн правилисене яланах çирĕп пăхăнса пурăнма кирлине асăрхаттараççĕ. Вĕсем ансат тата пурнăçлама май килменни çук:

-харпăр хăй ăсталанă хĕрекен электрооборудованипе усă ан курăр;

-хĕрекен приборсемпе усă курнă чухне вĕсене çунман материалтан тунă япаласем çине лартăр;

-электричествăпа хĕрекен приборсемпе ĕçленĕ чухне вăрăмлатакан шнурсемпе усă ан курăр;

-электричествăпа хĕрекен прибор çине унăн провочĕ çиелтен лексе ан тăтăр;

-енчен те хĕрекен электроприборпа усă курнă чухне унăн провочĕ е вилка хĕрет пулсан, ăна чарăр тата электросетьрен кăларăр;

-ĕçлекен электронагревателе пăхакансăр ан хăварăр, çак ĕçе ачасемпе ватăсене те ан хушăр.

Килте юсавсăр тата харпăр хăй тунă электроприборсене тытма тата вĕсемпе усă курма юрамасть. Асра тытăр! Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе пурнăçра кăштах кăна тимсĕр пулни те пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать.

В.МИХАЙЛОВ, районти надзор ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ.

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Первоисточник: районная газета «Ял ecченe»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика