Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Музейĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

13:16 23 мая 2014 г.

Вăхăт малалла шăвать, хамăр тăван тăрăха лайăх пĕлекен аслă ỹсĕмри çынсем те сахаллансах пыраççĕ. Районта музейсен шучĕ нумаях мар пулсан та, вĕсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.

Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейĕ пирки ырă сăмахсем çеç калас килет. Вăл çуллен тĕрлĕ экспонатсемпе пуянланса пырать. Акă, Пĕтĕм тĕнчери музей кунĕнче хамăр "Красная Чувашия" хуçалăх ертỹçи А.В. Данилов ĕлĕкхи хура çуна парнелерĕ. В.А.Кузьмин, Р.П.Волкова (Григорьева), С.Н.Дмитриев, А.Н.Николаева тата ыттисем те - музейпа тачă çыхăну тытакансен йышĕнче.

Иртнĕ эрнере музей кунне халалласа Канашри тавра пĕлỹçĕсем нăрвашсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кăмăл турĕç. Музейри тĕрлĕ залсенчи экспонатсемпе интересленчĕç, кунта çулсеренех пысăк улшăнусем пулса пынине тỹрех асăрхарĕç. Канашран килнĕ хăнасен шутĕнче маларах музей директорĕнче ĕçленĕ О.И.Меркурьева та пулчĕ. Вăл В.И.Ильин учитель-художникăн картинисене парнелеме кăмăл туни çинчен пĕлтерчĕ. Кỹршĕ районти музей ĕçченĕсем П.М.Меркурьев фронтовик-художникăн вил тăприйĕ çине кайса чĕрĕ чечексем хучĕç, çавăн пекех вăл пурăннă кил-çурта çитсе курчĕç.

Эпир те, хамăр шкулта вĕренекенсемпе, час-часах музейра пулатпăр. И.Я.Яковлевăн асăну плити уçнă чухнехи пысăк мероприятие хутшăнтăмăр. Ачасем музей патнелле туртăнаççĕ, ял историйĕпе интересленеççĕ. Юлашкинчен çавăн пек çеç калас килет: "Музей вăл _ ял çăл куçĕ, аваллăх çỹпçи".

Г.МОИСЕЕВА, вĕрентекен.

Сăн ỹкерчĕкре: музей ĕçченĕсем пĕр-пĕрне парнесем панă самант.

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика